Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хӗрлӗ Чутайри тӳре-шара «Kia Sorento» туянӗ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Таисия Ташней 14.03.2019 20:41 | 81 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ.

Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле.

#машинӑсем, #аукционсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #укҫа-тенкӗ, #хысна, #тӳре-шара

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-43776317_701544
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Патӑрьелти тӳре-шара хура седан туянасшӑн
2018, 08, 08
Элтепер администрацийӗ 8 машина туянасшӑн
2018, 12, 04
Ҫулсене юсама уйӑрнӑ укҫаран 400 миллиона яхӑн тенки юлнӑ
2019, 01, 12
Элтепер мӑшӑрӗ шурӑ кроссоверпа ҫӳрӗ
2019, 01, 15
Красноармейски районӗнчи кашни урамра ҫутӑ пулӗ
2019, 01, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org