Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ.