Пӗлтӗр Чӑваш Енри ҫул-йӗр ӗҫченӗсем строительство тата юсав валли уйӑрнӑ укҫа-тенке хута яма ӗлкӗреймен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫул-йӗр фончӗ уйӑрнӑ 5 млрд тенкӗрен 4,6 млрд тенкине ҫеҫ тӑкакланӑ. Ку 92,2 процентпа танлашать. Пӗтӗмпе 394 миллион тенкӗ юлнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, укҫан пӗр пайне тӑкаклама ӗлкӗрме май та пулман, мӗншӗн тесен вӑл республикӑна ҫулталӑк вӗҫӗнче кӑна килнӗ. Сӑмах 96,9 миллион тенкӗ пирки пырать.
Тепӗр 51,3 миллион тенке аукционра перекетлеме май килнӗ. 245,9 миллион тенки вара ҫул ҫинчи хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫламаннипе тӑрса юлнӑ, вӗсене кӑҫал ирттерме палӑртнӑ.