Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Юрий Васильев вӗрентекенсене кахал темен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 10.03.2019 01:43 | 1992 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ЧР парламенчӗн пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи черетсӗр сессийӗнче учительсемпе врачсен шалӑвӗ пирки ӑнлантарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, республикӑри пысӑк пуҫлӑх Григорий Данилов депутат вӗрентекенсен шалӑвӗ РФ Президенчӗн ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗнче палӑртнӑ индикатортан пӗчӗкрех тесен трибуна умне тухрӗ. Шалу пирки ӑнлантарнӑ чух вӑл ҫур ставкӑпа ӗҫлекен вӗрентекенсен шалӑвӗ пӗчӗккине палӑртрӗ, ӗҫчен учительсемпе врачсен шалӑвӗ аваннине ҫирӗплетрӗ.

Ку хыпар тӗрлӗ МИХра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫав шутра — Раҫҫейри информагентствӑсенче те.

Ӗнер ҫӗрле, 20 сехет те 58 минутра, ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Средства массовой информации грубо исказили смысл выступления Руководителя Администрации Главы Чувашской Республики на сессии Госсовета Чувашии» (чӑв. Массӑллӑ информаци агентствисем Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче тухса каланине кӑнттаммӑн ылмаштарнӑ) хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта Юрий Васильев «кахал» сӑмахпа усӑ курманнине (хӑш-пӗр МИХ ҫавӑн пек ҫырнӑ курӑнать. — Авт.) пӗлтернӗ, сессире мӗн тата мӗнле каланине ӑнлантарнӑ.

#МИХсем, #тӳре-шара, #политика, #вӗренӳ, #шалу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3561.18.2141
2019.03.10 05:26
Agabazar
Юрий Васильев ăçтан сире укçа тупайса патăр ĕнтĕ вăл? Унăн укçа çапакан станук çук вĕт!
Виталий Михайлов // 2465.67.3257
2019.03.10 11:41
"Мало работают" тени вара "кахал" тенипе танлашмасть-и? Филологире кăшт кăна та мар ăнланакан çынсем ĕçлеççĕ-çке журналистикăра (сăмах май, хăй те çак сферăра тăрмашса пăхмарĕ-и-ха?). Вăл хăй балл системипе шкула килсе ĕçлетĕр-ха, курăпăр вара кам "нумай" ĕçлесе илнине...
Малай // 4083.43.9281
2019.03.12 22:28
Мӗншӗн хӑвӑн станукна памастӑн вара ӑна?Хытса тӑран.Пысӑк пуҫлӑха пӗтӗм ҫӗршыв умӗнче намӑс кӑтартан пирӗн учительсен 42 проценчӗ 15 пинрен кая укҫа илеҫҫӗ тесе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем