Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Тӳре-шара ӑнлантарӑвӗ: ӗҫчен пулсан шалу та пысӑк

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 08.03.2019 20:42 | 1699 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Григорий Данилов депутат
Григорий Данилов депутат

Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем черетсӗр сессине пуҫтарӑнчӗҫ. Васкавлӑ пухӑнни РФ Президенчӗ пӗчӗк пенсине пӑхса тухма хушнипе ҫыхӑннӑ. Ҫӳлтисем каланине пӑхӑнса пирӗннисем васкавлӑн тишкерме йышӑннӑ.

Кун йӗркине ҫирӗплетиччен тӗрлӗ cӗнӳ яланхиллех пулчӗ. Оппозици шутланакан партисенчен пӗрин депутачӗ, Григорий Данилов, вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки вӗренӳ министрне отчёт тутарма сӗнчӗ.

«Кашни министр тухса калаҫма хатӗр, – ҫирӗппӗн пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне ЧР Элтеперӗн парламентри элчи Юрий Васильев. – 30 пин тенкӗ илекен педагогсем те пур, 10 пинлисем те. Мӗншӗн? Ҫур ставкӑпа ӗҫлекенсем сахал илеҫҫӗ». Трибуна умӗнчи пысӑк пуҫлӑх тулли ставкӑпа тӑрӑшакан преподавательсем аван илнине пӗлтерчӗ.

«Сахал илекен учительсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки тӗрӗссине каламалла. Йӗркеллӗ, таса чунлӑ, ӗҫчен, тиевлӗ учительсемпе врачсем тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ», — терӗ Юрий Васильев.

#тӳре-шара, #сессисем, #парламент, #депутатсем, #шалу, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Виталий Михайлов // 2465.67.3257
2019.03.10 11:49
Вика Сорокина, шкула куçăр та балл системипе тата хальхи ачасен хăйсене епле тытнипе тата вĕреннипе килĕшсе пысăк ĕç укçи ("30 пин" тет Васильев) ĕçлесе илĕр-ха... Эх, суя çур пурнăç тесе ахаль каламан пуль çав!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем