Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Сӑнчӑр картасене пӑснӑ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 12.04.2019 19:43 | 228 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Автомашинӑллӑ ҫынсем хайсен тимӗр утне лартма темле май та шыраса тупаҫҫӗ. Сӗмсӗртереххисем вырӑн ҫук тесе тротуар ҫинех хӑпарса каяҫҫӗ, подъезд алӑкӗ умне те вырнаҫтараҫҫӗ. Теприсем вара пушӑ вырӑна сӑнчӑртан карта тытса ҫавӑраҫҫӗ е кивӗ урапа хурса паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен вырӑнӗ тесе куҫ хывнӑ тӗле машина номерне ҫырса ҫакакансем те пур.

Ҫавӑн пек парковкӑсене пӗтерес тесе Шупашкар хула администрацийӗнче рейдсем ирттереҫҫӗ. Апла тума Алексей Ладыков сити-менеджерах хушнӑ иккен.

Нумаях пулмасть тӗрӗслевҫӗсем тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Гастелло урамӗнче пулнӑ. Сӑнчӑр карнисене ватса тухнӑ. Кун валли лум тата болгарка кирлӗ пулса тухнӑ. Сӳтнӗ-ватнӑ япаласене тиесе кайнӑ.

#тӳре-шара, #Шупашкар, #машинӑсем, #тӗрӗслевсем, #йӗркелӗх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫул варринче персе аннӑ
2019, 01, 14
Урамра сутакансене 1 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ
2019, 01, 31
Банкӑри килька пек: тулли маршруткӑсемшӗн явап тыттарнӑ
2019, 03, 15
Харсӑр шӑпӑрлансемшӗн ача пахчине явап тыттарӗҫ
2019, 04, 02
Ӳсӗр водитель патруль машини ҫине пырса кӗнӗ
2019, 04, 10

Комментари:

Базиль Кириллов // 3290.75.0794
2019-04-12 23:00
"Лом" чӑвашла лум. Халӑх умӗнче сӑмах калаканӑн ҫакӑн таранах "ӳкме" юрать-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org