Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра кунашкал тӗслӗх пулнӑ ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче курӑк ҫунни пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер: тунтикун Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ.
Ку эрнере юнкун каллех кунашкал тӗслӗхе шута илнӗ. Хальхинче те Улатӑр районӗнче пулнӑ ку, Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк чӗрӗлсе кайнӑ. Ҫулӑм пӗр гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ.
Тепӗр хутчен палӑртса хӑварар: ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗ республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ май сезон палӑртнӑ: вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланӗ.