Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. «Эсир пӗр килти пек пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлетӗр. Суд кӑларнӑ йышӑнусене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫак службӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене уйрӑм тав. Вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйех пысӑк хисепе тивӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫшӗн сире пурне те пысӑк тав», —тенӗ Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Федерацин суд приставӗсен служби суд йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса 6 миллиард тенкӗ ытла парӑма халӑхран шыраса илнӗ. Тӗрлӗ шайри бюджета пурӗ 2,7 млрд куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче тума пуҫланӑ ҫула Халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗрӗсленӗ, ҫитменлӗхсем тупнӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫула вӑхӑтра тума пуҫламан. Кунсӑр пуҫне вӗсем ҫула ытлашши ҫӳллӗ сарнӑ, ҫавна май ҫынсен пӳрчӗсем ҫырмара тӑрса юлнӑ. Ленин урамӗнчи ҫула юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ҫулӑн пӗр пайне ҫеҫ асфальт сарнӑ. Ытти вырӑнта вара ӗҫ халӗ те нумай, ҫавна май ӗҫ вӑраха тӑсӑлма пултарать. Халӑх фрончӗн хастарӗсене ҫул проекчӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Ӑна 2 метр тӑршшӗ хӑпартнӑ. Ялсенчи ҫула вара ун пек тума юрамасть. Ҫул ҫӳллӗ пулнӑран хӑш-пӗр ҫынсен чӑрмавсем сиксе тухнӑ: выльӑха килтен кӑларма та йывӑр, утӑ тата вутӑ турттарса килме май ҫук. Васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем килес-тӗк ҫурт патне епле пырӗҫ? Халӑх фрончӗн хастарӗсем айӑплисене явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тата хӑйне пӑхӑнакан тӳре-шаран ӗҫ укҫине пӗчӗклетнӗ. Михаил Васильев ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Документа шӑпах паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент чакать. Кунсӑр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, правительство пайташӗсем пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илме пуҫлӗҫ. Ку улшӑнусем ытти пысӑк тӳре-шарана та пырса тивме пултараҫҫӗ. Документра Чӑваш Енри ытти патшалӑх органӗнче тӑрӑшакансене те шалӑва 10 процент сахалрах тӳлеме сӗннӗ. Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин патшалӑх ертӳҫин ӗҫ укҫине 10 процент чакарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Игнатьев та шалӑва пӗчӗклетес тӗлӗшпе хушу кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулни пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗр пулни пирки вӗсем хӑйсен шухӑшне ҫыру ҫырса Михаил Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне Алексей Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республики тӑрӑхӗнчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина пӗлтернӗ (ҫыру копийӗ пирӗн редакцире пур). Хӑйсен ҫырӑвӗнче хастарсем чӳкӗн 4-мӗшӗнче халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлани пирки аса илтернӗ. Вырӑс маршӗ вара ку пӗрлӗхе пӑсать имӗш, хирӗҫӳ ҫуратать. «Эпир яланах пур наци пӗртанлӑхӗпе ҫураҫулӑхӗшӗн тӑнӑ, кашни нацине тивӗҫлӗ хисепӗмӗрпе йышӑннӑ, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ те Чӑваш Патшалӑхӗн, чӑваш нацин шехерӗнче (тӗп хулинче) ҫӳлерех палӑртнӑ чӗнӳсемпе импери ялавӗсен, мыскараллӑ тӑхӑнса та кӑшкӑрашса ҫӳрекенсен кунӗ нихӑҫан та пулмӗ!» — хӑйсен шухӑшне хастарсем ҫырура ҫапла татӑклӑн пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗн прокуратури шкул автобусӗсем ҫӳрекен ҫулсене тӗрӗсленӗ. Ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, Яманак ялӗ ҫывӑхӗнче тӑрӑллӑ автопавильон ҫук. Унта вара шкул ачисем автобус килессе кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ҫула тухсан унта траснпорт кӗтеҫҫӗ. Чарӑнура тӑрӑ пулманни ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Хӗлеҫ, Ҫеҫмер, Ыхракасси ялӗсен ҫывӑхӗнче те лару-тӑру ҫавнашкалах. Унта шкул автобусӗ чарӑннӑ вырӑнта тӑрӑллӑ павильон ҫук. Тӗрӗслев ведомстви Красноамрейски районӗн администрацине ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ, суда тавӑҫ тӑратнӑ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра ҫав чарӑнусенче тӑрӑллӑ павильон пулмалла. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, вӑл чӗрӗ юлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна, суранланнӑскере, медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ҫӑл виҫӗ метр тарӑнӑш пулнӑ. 33 ҫулти арҫын унта ӑнсӑртран персе аннӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Телее, ҫывӑхра тӑванӗсем пулнӑ. Виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ арҫын аманнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ. Сӑмах май, кунашкал пӑтӑрмах Элӗк районӗнче те пулнӑ. Унта 1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл та унтан хӑй тӗллӗн тухайман, мӗншӗн тесен тӑм ӑшне кӗрсе ларнӑ. Арҫынна ятарлӑ альпснаряженипе усӑ курса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Кӑҫал Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Шӑп 20 ҫул каялла, 1997 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче облаҫри чӑвашсен иккӗмӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унти тӗп ыйту шӑп та лӑп Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелесси пулнӑ. Конференцие 250 делегат суйланӑ, 228 делегат хутшӑннӑ. Тӗп ыйтупа Петр Яковлевич Уфимкин, вӑл вӑхӑтра Чӑнлӑ районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑскер, тухса калаҫнӑ. Вӑл облаҫри чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществин (вӑл вӑхӑтра председательте Виктор Егоров пулнӑ) делегачӗсене тата чӑвашсен «Еткер» ыркӑмӑллӑх фондне (президенчӗ Олег Мустаев пулнӑ) Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелеме сӗннӗ. Конференцие хутшӑннӑ мӗнпур делегат — 228 ҫын — пӗр шухӑшлӑ пулса сасӑланӑ. Ҫакӑнтах автономин уставне, унӑн пӗрремӗш председательне — П.Я. Уфимкина тата ревизи комиссине суйланӑ. Общество организацийӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси, чӑваш чӗлхине сарасси тесе палӑртнӑ. Унтанпа 20 ҫул иртрӗ. 20 ҫул хушшинче автономи тӑрӑшнипе Чӗмпӗр облаҫӗнче нумай чӑваш халӑх уявӗ чӗрӗлсе тӑчӗ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре атмосфера пусӑмӗ пӗчӗк. Кӑтарту 720 миллилитрпа ҫеҫ танлашать. Норма — 748 миллилитр. Кунашкал ҫанталӑк чӗре чирӗпе, гипертонипе, гипотонипе нушаланакан ҫынсемшӗн япӑх. Сывӑ ҫынсем те сывлӑх хавшанине туйма пултараҫҫӗ: ҫывӑрас килет, пуҫ ҫаврӑнать, вӗчӗрхентерет. Ҫавӑнпа ҫак тапхӑрта специалистсем юн пусӑмне тӗрӗслесе тӑма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Кӗҫӗр Кострома облаҫӗнче циклон пулӗ. Ҫавна май Чӑваш Енре атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленет. Ҫурҫӗр иртсен вӑл 718 миллилитрпа танлашма пултарать. Кунашкалли юлашки хутчен 2011 ҫулта пулнӑ. Ырантан атмосфера пусӑмӗ ӳсме пуҫлать, шӑматкун тӗлне йӗркене кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паянтанпа Ҫӗмӗрле хулине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Пачах ҫӗнӗ тени те пӗр енчен тӗрӗсех мар-ха. Сити-менеджер тилхепине тыттарнӑ ҫын унччен те район администрацийӗнче тӑрӑшнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма халӗ шаннӑ Алексей Григорьев унчченхи сити-менеджер Александр Зиновьев ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер, хула администрацийӗн сайтӗнче ун чухне А. Зиновьевӑн контракчӗ тухнине хыпарланӑччӗ. Алексей Григорьев ҫӗнӗ должноҫе паянтанпа йышӑннӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑчӗ хальхи созыври хулари Депутатсен пухӑвӗн вӑхӑчӗ тухиччен пырӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвне республикӑн вице-премьерӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Чӑваш Енрен салтака каякан каччӑсене пуйӑсра ҫар комиссариатӗнче панӑ паёксене ҫиме ирӗк паман. Кун пирки «Pro Город Чебоксары» журналистне ҫара кайнӑ каччӑсенчен пӗрин амӑшӗ пӗлтернӗ. Хайхи хӗрарӑм хыпарланӑ тӑрӑх, яшсем Чӑваш Енрен юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хабаровск крайне тухса кайнӑ. Ҫул ҫинче вӗсем ултӑ кун пулнӑ. Канашран паексем уйӑрса парса янӑ пулин те вӗсене уҫтарман. Сӑлтавне те каламан. «Кун пирки мана ывӑл ҫырса пӗлтерчӗ. Ҫамрӑксем станцисенче чарӑнсан час пиҫекен вермишель туянса ҫинӗ. Мӑн ҫыннӑн, ҫӗршыв хӳтӗлевҫин рационӗ ҫапла пулмалла-им?» — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ «Pro Город Чебоксары» журналистне салтак амӑшӗ. «Ҫул ҫинче миҫе кун пулассине шута илсе салтаксене паек уйӑрса параҫҫӗ. Пуйӑсра вӗсемшӗн ҫар чаҫӗнчен килнӗ представитель яваплӑ. Анчах эпир вӗсене сӑнаса тӑраймастпӑр. Кун пек тӗслӗхе асӑрхасан пире тӳрех пӗлтерме ыйтатпӑр. Эпир пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ҫар чаҫне запрос ярӑпӑр», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Владимир Ламков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.