Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Елчӗк районӗнчи клубсем машина пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки елчӗксемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.

«Елчӗк районӗнче ҫынсемпе йышӑну ирттертӗм. Асӑннӑ ыйтусен шутӗнче — ялти культура ҫурчӗсене автотранспортпа тивӗҫтересси, — ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. — Кашни ялтах культура ҫурчӗ ҫук пирки аякри ялсенчисем концертпа килекен коллективсене курма хавас пулӗҫ. Ҫак ыйтӑва татмалли ҫул-йӗртен пӗри — мобильлӗ культура ҫурчӗсем тӑвасси».

Маларах ку ыйтӑва Омскра культура темипе иртнӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин форумӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫакӑ чылай региона пӑшӑрхантарать-мӗн. Депутат ку енпе РФ Культура министерствипе ӗҫленине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Паян, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, Шупашкарта Вырӑссен маршне тухакансем пулнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарти Чапаев палӑкӗ патне пуҫтарӑннӑ. Унта ятарласа тытнӑ вӑхӑтлӑх картана кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче те пуҫтарманччӗ, пакунлисем унта 6-7 ҫын унта тӑратчӗҫ.

Алена Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, марша тухнӑ темиҫе ҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти хула пульницинчи Антон Сидоров врач та ҫавсен хушшинче. Сӑн ӳкерчӗкре вӑл сылтӑмран иккӗмӗшӗ, чи вӑрӑмми тесе ҫырнӑ.

Аса илтерер, «Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулнине, кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗррине вӗсем М. Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне А. Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина ҫырупа пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

 

Республикӑра

Прокуратура коррупципе вӑйлӑрах кӗрешесшӗн. Ведомство ЧР ШӖМне коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас тӗллевпе вӑйлӑрах ӗҫлетӗр тесе предствалени ҫырнӑ.

Статистикӑна илес тӗк, кӑҫалхи 9 уйӑхра коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, чӑнах та пӗчӗкленнӗ. Пӗтӗмпе 207 преступлени уҫӑмланнӑ. Кӑҫал сӗтевпе ҫыхӑннӑ 8 ҫынна ҫеҫ тытса чарнӑ. Пӗлтӗр 52 пулнӑ. ЧР прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, полици япӑхрах ӗҫленӗрен преступленисене уҫӑмлатасси чакнӑ.

Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче коррупцие тупса палӑртас ӗҫе вӑйлатнӑ. Ку таранччен следовательсем патне 32 материал янӑ. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 25 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе следстви пырать. Вӑл ҫӗр лаптӑкне коммерци организацине суту ирттермесӗрех панӑ, ҫапла майпа ял тӑрӑхне 19 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫул ҫинче пынӑ чухне хӑмасем асӑрхаман-и? Чӑваш Енри ҫулсем ҫинче хӗлле ҫул-йӗре пӑхса тӑракан организаци пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫакна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пурнӑҫланӑ. Юр ҫуса лартас пулсан табличкӑна пӑхмалла та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравламалла.

Ҫул ҫинче ҫакнашкал хӑмасем вырнаҫтарасси пирки ЧР Элтеперӗ пӗр канашлура каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку подряд организацийӗсен яваплӑхне ӳстерет. «Пӗрремӗш юр ҫуни хӑш подряд организацийӗ ҫула пӑхса тӑма хатӗррине кӑтартӗ», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Хальлӗхе ҫулсем ҫинче подряд организацийӗсем пирки пӗлтерекен 114 хӑма вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал хӗлле ҫулсене «Воддорстрой», «ТУС», А.Н.Макаров фермер хуҫалӑхӗ, А.В.Васильев усламҫӑ, «Мезон» тулли мар яваплӑ общество пӑхса тӑрӗҫ.

 

Раҫҫейре
Шупашкарти паянхи уяв. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Шупашкарти паянхи уяв. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Ҫӗршывра паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, палӑртакан уяв ятне Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ пӗлмест.

Халӑх шухӑшне тӗпчекен Пӗтӗм Раҫҫейри центр (ВЦИОМ) ыйтӑм ирттернӗ те ҫынсен 48 проценчӗ паянхи куна «канмалли тата тепӗр кун» евӗр йышӑннине палӑртнӑ. Мускавпа Питӗр хулисем политикӑран уйрӑмах аякра тӑнине ҫиеле тухнӑ. Унта пурӑнакансенчен 60 проценчӗ паянхи куна канмалли кун тесе каланӑ, уяв тенисем — ыйтӑма хутшӑннисенчен чӗрӗк пайӗ ҫеҫ. Хуравлама ыйтнисенчен 16 проценчӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ уяв тесе калама аптӑранӑ.

Сӑмах май, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне палӑртнине паян Шупашкарта 11 пине яхӑн ҫын хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Уяв Хӗрлӗ лапамра иртнӗ.

 

Хулара

Паян Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ уява 11 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ.

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче «Эпир пӗрле» митинг иртнӗ, концерт пулнӑ. Уява ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич хамӑрӑн ҫӗршыв историне хисеплемеллине палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче ветерансене тав тунӑ.

Уявра ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх ҫыннисем экономикӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнине кӑна мар, республикӑри туслӑха та витӗм кӳнине палӑртнӑ.

Митинг хыҫҫӑн иртнӗ концертра пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Унтан тӳпене кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем вӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45679
 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен Сӑр урлӑ Чулхула облаҫне каҫмалли каҫҫа хупаҫҫӗ. Хальлӗхе кӳршӗ региона тӳрремӗн каяймӑн. Юханшыв пӑрпа витӗнсен ҫеҫ хӗллехи каҫӑ пулӗ.

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 9 сехетрен пуҫласа кӗпер ӗҫлеме пӑрахӗ. Ӑна илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӗл лариччен Ҫӗмӗрлерен Чулхула облаҫне ҫулпа ҫеҫ ҫӳреме май пулӗ.

Ку вӑхӑтлӑх каҫӑ ҫеҫ пулнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Хӗл ларас умӗн ӑна кашни ҫулах илеҫҫӗ. Ун вырӑнне пӑр ларсан ҫуран ҫӳрекенсем тата 5 тонна таран таякан машинӑсем валли каҫӑ уҫаҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.

Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.

Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-67535104_1826
 

Республикӑра

«Акашевская» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи какайра антибиотик тупса палӑртнӑ. Предприятие Россельхознадзор ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ, ҫак ҫитменлӗхе тупса палӑртнӑ.

Ведомство специалисчӗсем бройлерӑн шӑнтнӑ какайне тӗрӗслеме илнӗ те Мускаври «ВГНКИ» организацие янӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вара чӑх тушкинче диоксициклин антибиотик пулни ҫиеле тухнӑ.

Сӑмах май, унччен Россельхознадзор «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне 150 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку предприятире те бройлер какайӗнче сиенлӗ япаласем пуррине тупса палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Мускавран шапашран таврӑнакан арҫын ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ.

Малышев Сергей Анатольевич Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче 1966 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулине ӗҫлеме кайнӑ. Хӗрӗ Елена каланӑ тӑрӑх, ашшӗ Мускав облаҫӗнчи Одинцово хулинчи чукун ҫул станцийӗнче юлашки хутчен курнӑ.

Арҫын шапаша кайнӑ чухне телефон илмен. Ӗҫтешӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче киле кайма тухнӑ. Киле мӗнле ҫитмеллине ыйтса пӗлсех ҫула тухнӑ вӑл.

Вӑл ҫухалсан ҫемье полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл кӗсйинче арӑмӗн номерне йӑтса ҫӳренӗ. Хальхинче ӑна илме маннӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45644
 

Страницӑсем: 1 ... 2245, 2246, 2247, 2248, 2249, 2250, 2251, 2252, 2253, 2254, [2255], 2256, 2257, 2258, 2259, 2260, 2261, 2262, 2263, 2264, 2265, ... 3901
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 25

1957
68
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
53
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
44
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...