Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Шупашкарти ача «Лучше всех» кӑларӑма хутшӑнчӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 01.04.2018 21:09 | 504 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Паян Чӑваш Енри тата тепӗр ача Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» (чӑв. Лучше всех) кӑларӑма хутшӑнчӗ. Хальхинче ку вӑл пиллӗкри Лев Гренадерский пулчӗ. Пӗчӗкскер географие аван пӗлнипе тӗлӗнтерчӗ.

«Пӗрре те йӑнӑшмарӑн», ырларӗ ӑна телешоу ертӳҫи Максим Галкин. Унтан вӑл ачана медаль сӗнчӗ. Анчах ача хӑй пултарулӑхне, ӑс-тӑнне тата кӑтартма хатӗррине палӑртса: «Эпир Ҫурҫӗр Америкӑпа паллаштарман», — тесе хуравларӗ.

Географие юратаканскер дипломат пулма ӗмӗтленет, мӗншӗн тесен вӑл «туслӑ мар ҫӗршывсене пулӑшасшӑн».

Мускава ача ашшӗ-амӑшӗпе пуйӑспа кайнӑ. Нумай-нумай ҫӗршыв ҫинчен каласа кӑтартма хатӗр пӗчӗк арҫын ача ют ҫӗршывсенчен хальлӗхе Грецире пулса курнӑ. Мускавра вӑл — иккӗмӗш хут.

Аса илтерер, маларах ку телешоуна Канашри Мария Хушкина тата Шупашкарти Максим Казынкин хутшӑннӑччӗ.

#Мускав, #Шупашкар, #Канаш, #телекурав, #МИХсем, #Греци

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта колхозниксем мӗншӗн хуҫаланасшӑн?
2017, 12, 22
Канашран Улатӑра ҫӳрекен пуйӑс расписанийӗ улшӑнӗ
2018, 01, 03
Чӑваш каччисем Африкӑри тӑва парӑнтарнӑ
2018, 01, 26
Елчӗкре сунарҫӑсене пӑлан парнеленӗ
2018, 02, 28
Пӗчӗк кулибинсем Мускавра ӑмӑртӗҫ
2018, 03, 06

Комментари:

Agabazar // 2478.10.7365
2018-04-05 00:22
Agabazar
Ху пултăнам çавăнта?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org