Ҫул-йӗр
![]() «Канаш – Улатӑр – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен ҫӗнӗ расписанипе ҫӳреме пуҫлӗ. 6389 номерлӗ «Канаш – Алатырь» пуйӑс Канаш станцийӗнчен 04 сехет те 47 минутра хускалӗ, Улатӑра 07 сехет те 10 минутра ҫитӗ. 6390 номерпе ҫӳрекен «Алатырь – Канаш» Улатӑртан 04 сехет те 42 минутра тапранса Канаша 07 сехет те 12 минута ҫитӗ. Пуйӑс расписанийӗпе 8-937-625-04-33 телефонпа шӑнкравласа, «Содружество» предприяти сайтӗнче https://sodruzhestvoppk.ru е тата «Пригород» мобильлӗ приложенире пӗлме пулать. Сӑмах май аса илтерер, ыран Мускавран хушма пуйӑс килмелле. 218/217-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 08 минутра хускалӗ, Шупашкара вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 11 сехет те 43 минутра ҫитӗ. Ҫав пуйӑс кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава 22 сехет те 45 минутра тапранса кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 12 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |