Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Чӑваш каччисем Африкӑри тӑва парӑнтарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.01.2018 18:53 | 1920 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари Дмитрийпе Денис Борисовсем Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телекӑларӑма хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑччӗ вӑл. Анчах темшӗн вӗсене Патӑрьелтен евӗр паллаштарчӗҫ.

Пӗлменнисене пӗлтерер: 26-ри йӗкӗрешсем Мускав облаҫӗнчи Люблино хулинче хваттер тара илсе пурӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем электрон техникӑн интернет-лавккисен сетьне йӗркелесе янӑ.

Ҫак кунсенче вӗсем — Хӗвел тухӑҫ Африкӑра. Йӗкӗрешсем — унти Танзани ҫӗршывӗнче ҫулҫӳревре. Унта вӗсем Килиманджаро тӑвӗ ҫине хӑйсен ял ялавӗпе улӑхас шутпа тухса кайнӑ. Ту ҫине хӑпариччен каччӑсем Моши хулипе паллашнӑ, вырӑнти шкула кӗрсе тухнӑ. Чӑваш каччисем Африкӑри вырӑнти ҫамрӑксемпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

Ӗнер 5895 метр ҫуллӗшӗнчи тӑва каччӑсем хӑйcен ял ялавӗпе хӑпарса ҫитнӗ. Мускавра вӗсем кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче пулӗҫ.

#телекурав, #МИХсем, #Люблино, #Мускав, #Танзани, #Африка, #ҫамрӑксем, #Елчӗк районӗ, #Лащ Таяпа

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.01.26 23:45
Маттур, чăваш каччăсем! Тĕнче касса çÿреççĕ. Нумай кураççĕ. Ку питĕ усăллă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем