Шупашкарта 32 ҫулти усламҫӑ регистрацилемен эмелсене «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ сутнӑ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак арҫын «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче икӗ страница уҫнӑ. Вӗсенче вӑл эмел сутни пирки пӗлтернӗ. Эмелӗсен вара патшалӑх регистрацийӗ пулман, патшалӑх реестрӗнче пулман.
Хайхи арҫын вӗсене Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен сутнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл 150 пин ытла тупӑш тунӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Полицейскисем унӑн хваттерне ухтарнӑ, 850 ытла эмел туртса илнӗ. Пӗри 100 тенкӗ тӑрать. Халӗ следовательсем эмелсем ӑҫтан тупӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.