Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта пулнисем каланӑ тӑрӑх, журналистсем тем пирки те ыйтма ӑнтӑлнӑ: ача ҫураласлӑх шайӗ мӗншӗн чакнине ӑнланасшӑн пулнӑ, ӗҫ укҫин виҫи пӗчӗкки пирки ыйту хускатнӑ, Элтеперӗн сывлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Журналистсенчен пӗри Шупашкарти аэропорта тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ ҫӗршыври виҫҫӗмӗш летчик-космонавт, легендарлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев ятне парас ыйтӑва хускатнӑ. Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа та, хурласа та йышӑнман. Республика ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйтӑва татса париччен халӑхпа сӳтсе явмалла. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Алексей Германовпа Екатерина Алюнова спорт аэробики енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Тупӑшу Омск хулинче юпа уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче иртнӗ. Алексейпа Екатерина Спорт аэробикин регионти председателӗ Оксана Дьячук патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пирӗн ентешсем Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем «Хутӑш мӑшӑр» категорире пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Халӗ Чӑваш Енри аэробистсен пысӑк ушкӑнӗ Казахстана, Алма-Атана, кайма хатӗрленет. Унта кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери турнир иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре 27 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна халӗ нимеҫӗсемпе (волонтерсемпе) полицейскисем шыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗр Шупашкарта пулма пултарать. 1990 ҫулта ҫуралнӑ Анна Николаевна Одинцова юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 178 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ кун Анна чӗркуҫҫирен ҫӳллӗрех хура пальто, хура юбка, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Нимеҫӗсен шухӑшӗпе, хӗр Шупашкара пулма пултарать. Ахӑртнех, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, хӗр пӗрре мар ҫухалнӑ, кайран хӑйех тупӑннӑ. Аннӑна курнӑ тӑк 02 е 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кунашкал акцие тӑтӑшах йӗркелеме пуҫларӗҫ. Ав юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче те экологи мероприятийӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ пӗлтерет. Ҫав кун ҫынсем батарейкӑсене, ртутьлӗ лапмӑсене килсе пама пултарӗҫ. Паллах, усӑ курнисене. Кун валли ятарласа савӑт лартӗҫ. Усӑ курнӑ лампӑсемпе батарейкӑсене ҫак адреспа пырса памалла: Шупашкарти Ленин палӑкӗ умне. Акци 17 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Палӑртмалла: батарейкӑсемпе ртутьлӗ лампӑсем хӑрушсӑрлӑх енӗпе пӗрремӗш класс шутланаҫҫӗ. Вӑл тӑпрана лексен экологие япӑх витӗм кӳрет. Ҫакна шута илӗр, вӗсене кирлӗ пек утилизацилӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Правительство ҫурчӗн 17-мӗш хутӗнче пуҫланнӑ. Вӑл икӗ сехет ҫурӑ тӑсӑлнӑ. Журналистсем хускатнӑ ыйтусем хушшинче социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчен пуҫласа Элтепер сывлӑхӗ таранах пулнӑ. Аса илтерер, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗри Михаил Игнатьев кӑҫал пресс-конференци ирттерменни пирки ҫырнӑччӗ . Ҫакна Элтепер политикӑри хайӗн вӑйне ҫухатнипе, республикӑра экономика тата социаллӑ пурнӑҫ шайӗ начаррипе, журналистсен ыйтӑвне хуравлас килменнипе сӑлтавлама пӑхни сисӗннӗччӗ. Сӑмах май, «На_связи.ру» портал мероприятие тӳрӗ эфирта кӑтартас тенӗ, анчах ӑна апла тума ирӗк паман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӑҫалхи иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнчен ачасем тӑван чӗлхе тесе вырӑс е чӑваш чӗлхине вӗренесси аслисенчен, тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен, килӗ. Ҫак кунсенче шкулсенче ҫине тӑрса пухусем ирттереҫҫӗ, унта ашшӗ-амӑшӗ чӗлхене суйласа вӗренӳ ертӳҫисен ячӗпе заявлени ҫырма тивӗҫ. Тӑван чӗлхе текен предмета хальхи вӑхӑтра 1—7-мӗш классенче вӗрентеҫҫӗ, аслӑрах классенче регион компоненчӗ шучӗпе чӑваш чӗлхине ӑша илеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе предметпа халиччен пирӗн республикӑра наци чӗлхисенчен пӗрне, чӑваш чӗлхине, вӗрентнӗ. Малашне ку предмета палӑртма ашшӗ-амӑшне ирӗк парӗҫ. Кунта икӗ чӗлхерен пӗрне суйлама тивӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Антон Ширшов «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енри шкулсенче вырӑс чӗлхине вӗрентессине хӗсӗрленипе хӗсӗрлеменнине нумаях пулмасть Рособрнадзор тӗрӗсленӗ. |
Хулара
![]() Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер, предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, ҫав шутра электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Парӑма кӗрсе кайнине кура энергетиксем троллейбус управленине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Йывӑрлӑхри предприятие бюджет кредичӗ пама йышӑннӑ. Кун пирки маларах асӑннӑ паянхи ларура республикӑн вице-премьерӗ — финанс министрӗ Светлана Енилинан пӗлтернӗ. Министр билет хакӗ пӗчӗк шухӑша та палӑртни сисӗннӗ. Йывӑрлӑх Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе транспорт реформи такӑр ҫул ҫине тухайманнинчен те килет. Хуларисем пӗчӗк автобуссен шутне чакараса вӗсен вырӑнне троллейбуссем ҫӳреттересшӗн пулнӑ. Анчах автобуссен хуҫисем администраципе судлашма тытӑннӑ. Халӗ предприятири тӑкаксене оптимизацилеме троллейбуссене ҫӗрле ҫӳремелли вӑхӑта чакарнӑ. Малашне ирхи вӑхӑта та кӗскетсе рейса каярах кӑларасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене 3,6 миллион ытла тенкӗ килӗ. Ку укҫапа ача-пӑча тата пукане театрӗсене пулӑшӗҫ. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ кунашкал субсидие Раҫҫейри 73 регион тивӗҫӗ. Театрсене пулӑшас тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: регионсем ача-пӑча тата пукане театрӗсене атлантармашкӑн паракан субсидие пӗрремӗш хут илеҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче чи пысӑк субсиди Самар облаҫне — 15,4 миллион тенкӗ — лекӗ. Тутарстана — 8,7 миллион тенкӗ, Сарӑту облаҫне — 7,5 миллион тенкӗ, Пушкӑртстана — 7,4 миллион тенкӗ. Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем чи пӗчӗк субсидие тивӗҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хваттере саккуна пӑхӑнсах тара панӑ-и? Шупашкарта кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе рейд ирттереҫҫӗ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗ пӗлтерет. Юлашки вӑхӑтра тӳре-шара кунашкал 23 рейд ирттернӗ, 388 хваттере тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 140-шне ҫынсем тара тытса пурӑнни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку рейда мӗншӗн ирттереҫҫӗ-ха? Ҫапла майпа тӳре-шара хыснана налук ытларах кӗтӗр тесе тӑрӑшать, ҫавна май «сӑрӑ шалу» тӳлекенсене тата хваттер тара паракансене тӗрӗслеҫҫӗ. Рейд хыҫҫӑн налук служби хваттер хуҫисене тӗпчеве килмелли пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Петров Иртнӗ эрнекун ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев ӗҫрен каясси пирки сас-хура тухнӑ. Вӑл ку ӗҫре 12 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Пысӑк квалификациллӗ судьясен коллегийӗ йышӑннӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче отставкӑна кайнӑ. Ун вырӑнне Анатолий Петров йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫ пуканне шанса панӑ ӗнтӗ. Анатолий Петрова ӗҫтешӗсем, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский саламланӑ. Анатолий Петров – Етӗрне районӗн ҫынни. Вӑл Шалти ӗҫсен органӗнче 8 ҫул следовательте ӗҫленӗ. ЧР Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ. 2013 ҫултанпа ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.