Республикӑра
![]() Арҫынпа хӗрарӑм йӑха тӑсас тӗллевпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Анчах пур чухне те шухӑшласа хунӑ пек пулса тухмасть. Чӑваш Енре миҫе ҫемье ача ҫуратаймасӑр нушаланать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне www.cheb-cgb.med.cap.ru портала тишкерсен тупма май пур. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче ҫемье ҫавӑрнисен 17-18 проценчӗ ача ҫуратаймасӑр нушаланать. Сӑлтавӗ ытларах – хӗрарӑмра (60 процент). Телее, кунашкал мӑшӑрсене патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать. Ача ҫуратайманнисем ЭКО мелӗпе ҫие хӑварма, ачана кун ҫути парнелеме пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре ЭКОна тӳлевсӗрех тума май пур, мӗншӗн тесен квота уйӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Олег Бирюковӑн влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков администраци пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхне Елена Егоровӑна судпа айӑпласан унран тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хыснине 3,1 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫав тӑкака шыраса илес тесе Бирюков нимӗн те туман. Олег Бирюков 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара администрацире ухтару пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Паян Владимир Путин журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерет. Хуравланӑ чи пӗрремӗш ыйтусенчен пӗри — наци чӗлхисем пирки пулчӗ. «Раҫҫейре ҫивӗч наци ыйтӑвӗ те ҫук», — тесе каланӑ вӑл Тутарстан журналисткине. Чӗлхе политикинче пур ачасем валли те пӗрешкел условисем пулмалли пирки пӗлтернӗ, халӑха хӑйсен тӑван чӗлхисене вӗренме майсем туса памалли пирки каланӑ. Анчах вырӑс чӗлхине вӗренессине ҫакӑ хӗсӗрлемелле марри пирки хушнӑ. Ҫапла май вырӑс чӗлхипе (ӑна нацисем пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли чӗлхе тенӗ) наци чӗлхисен пӗртанлӑхӗ ҫуккине тепӗр хут хӑйӗн сӑмахӗнче ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май журналисткӑн плакатне Раҫҫей президенчӗ «Путин бай-бай» тесе вуланӑ, анчах тӗрӗссипе унта тутарла «Путин бабай» (чӑв. Путин мучи) ҫырни тӳрре тухнӑ. Аса илтеретпӗр, Владимир Путин 2018 ҫулхи суйлава хутшӑнас кӑмӑлне пӗлтернӗ. Ҫӗнтерес шанчӑкӗ унӑн питӗ пысӑк, ҫапла май чӑваш чӗлхин статусӗ тата шайӗ тепӗр 6 ҫул хушши пысӑк хӑрушлӑха лекесси питӗ уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахлӑ ЕТКХарпӑр шухӑш
Хулара
Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (Пӗрлехи транспорт карти; ЕТК) халӗ те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, ман хамӑн ун тӗлӗшӗпе темиҫе пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Ҫавна май тепӗр хут ҫак системӑн кӑлтӑкӗсем тавра калаҫу пуҫлас терӗм. Пӑтӑрмахсем пиркиПӗрремӗшӗ К. Маркс урамӗнчи, 52/2 ҫуртӗнче («Первая площадка» офис комплексӗ) вырнаҫнӑ «Перекет банкӗн» уйрӑмӗнче пулса иртрӗ. Ун чухне чирлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та хама кӑшт япӑхрах туяттӑм. ПТК тултарас тесе кӗтӗм. Хайхи экран ҫинчи пускӑчсене пуса-пуса хамӑн укҫа карточкинчен хунӑ май пӑтӑрмах сиксе тухрӗ — укҫине карточкӑран тӑкакларӗ, ПТК ҫине вара хушаймарӗ. Кун чухне мӗн тумалла-ши? тесе банк ӗҫченӗсене шырама кайрӑм. Чирлӗ пулнӑран банкоматра хамӑн карточка юлни пирки шутламарӑм пулас. Ахаль чухне кӗпӗрленсе ҫӳрекенсем темскер ман ума тӗл пулмарӗҫ. Банкомат патне таврӑнтӑм та лешӗ ман укҫа карточкине ҫӑтса та янӑ иккен (ют ҫын аллине ан лектӗр тесе). Хайхи ӑна тавӑрас енӗпе пулӑшу ыйтма кайрӑм — карточкӑна паспортпа ҫеҫ кӑларса парайраҫҫӗ; ПТК ҫине ҫитеймен укҫана вара К. | ||
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре коммерцилле ҫурт-йӗре тара илме хакланӑ. Кунта сӑмахӑмӑр Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттер пирки пырать. Аса илтерер, ҫӗршыв Президенчӗ 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсене хаклӑ мар хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу пахалӑхне лайӑхлатасси ҫинчен указ кӑларнӑччӗ. Ҫӗршыв ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫласа 2008 ҫулта Чӑваш Енре Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондне йӗркеленӗччӗ. Ҫапла вара 2014 ҫулччен 2 пине яхӑн (тӗрӗсрех каласан, 1986) хваттер хута янӑччӗ. Унта коммерци мелӗпе тара кӗрӗшсе пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 55 тенкӗ тӳлеҫҫӗ тата, паллах, коммуналлӑ пулӑшу тӑкакне саплаштараҫҫӗ. Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра коммерци мелӗпе тара памалли тепӗр ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах тара илекенсене пӗр тӑваткал метршӑн 200 тенкӗ тӳлеттересшӗн. Кунсӑр пуҫне унччен кӗрӗшсе пурӑнма пуҫланисен хакне те хӑпартасшӑн. Ҫитес ҫулхи плансемпе ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паллаштарнӑ. Сӑмах май, капла тӗллевӗллӗ хваттерте ҫулталӑкран кая мар пурӑнакансене хваттере туянма та ирӗк параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи ведомствӑсен комисси ларӑвӗнче республикӑра шалӑва тӳлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Укҫа-тенкӗ енчен кӑткӑс лару-тӑру тесе Чӑваш Ен транспорт министрӗ Владимир Иванов «Чӑвашавтотранс» тата «Чӑвашавтодор» предприятисене каланӑ. «Чӑвашавтодор» предприятире шалу парӑмӗ 50 миллион тенкӗрен те каҫса кайнӑ. Предприятире конкурс управленийӗ пырать, унӑн управляющийӗ Евгений Добрынин ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче парӑма тӳлесе татма шантарнӑ. «Алза», «Суор» предприятисенче те лару-тӑру ансат мар иккенӗ палӑрнӑ канашлура. Кун пирки Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ. Парӑмлӑ предприятисене яваплӑрах ӗҫлеме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫирӗп хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Николай Терентьев драматург Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн ячӗпе асӑну хӑми уҫӗҫ. Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртӗ. Плитана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Шӑпах унта чӑваш халӑх ҫыравҫи 1971—2011-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ. Николай Терентьев 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Пулас актер, драматург, куҫаруҫӑ А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИС ҫумӗнчи чӑваш студийӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ. Николай Терентьев ҫыравҫӑ чӑваш драматургийӗпе сцена ӳнерӗ валли сахал мар пьеса ҫырнӑ. Вӗсен шучӗ 50 пин ытла. Унӑн нумай актлӑ пьесисене республика театрӗсенче ҫеҫ мар, унӑн «Сибирская дивизия» (Сансӑр пурнӑҫ ҫук, 1971) пьесине ҫӗршыври 10 ытла театр сцени ҫинче лартнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Канаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ драматургӑн 13-шӗ пьесине лартнӑ. | ||
Вӗренӳ
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗн куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене биологи предметне вӗрентекен Мария Долганова унта «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригадисене йӗркелесси» проект тӑратнӑ. Чӑваш Енри вӗрентекенӗн проектне жюри пысӑк хак панӑ. Мария Долгановӑн ӗҫӗ 150 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. «Симӗс патруль» социаллӑ проектӑн тӗп тӗллевӗ – ҫамрӑксене хулари экологи лару-тӑрӑвне курма пулӑшасси. «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригади Шупашкарти экологие сахал мар витӗм кӳнӗ. Сӑмах май, конкурса Чӑваш Енрен пӗтӗмпе 38 проект тӑратнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫапла майпа пирӗн республикӑран тӑратнӑ ӗҫсемшӗн пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ грант панӑ. Пӗлтӗр конкурсра 4 проект ҫеҫ ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Ӗпхӳре тӗрлӗ регионти поварсем ӑмӑртнӑ. Унта кулинари тата сервис енӗпе регионсен хушшинчи канашлу иртнӗ. Пирӗн ентешсем те унта маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Пӗр ресторанри шеф-повар кулинари тупӑшӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ЧР кулинарсен ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерни поварсене нумай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ассоциаци хӑй те республикӑра тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркелет, унта ҫамрӑк специалистсене хутшӑнтарма тӑрӑшать. Ассоциаци чикӗ леш енче те палӑрнӑ. Поварсем Потугалире, Германире иртнӗ ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ. Халӗ Чӑваш Енри кулинарсемпе кондитерсем Суздале кайма хатӗрленеҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче унта Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари чемпионатне каймашкӑн суйлав тапхӑрӗ иртет. Унта ҫӗнтернӗ поварсем Мускава тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртма кайӗҫ. Тӗп парне вара – Францире вӗренесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ӗнӗр, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен III «Асам» кинофестивальне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Аса илтерер, кӑҫалхи фестиваль чӳк уйӑхӗнче иртрӗ. Ӑна ҫав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупрӗҫ. Ӑна уҫма та, хупма та унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр, хальхи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне, пуҫтарӑннӑччӗ. «Асам» кинофестивале пӗтӗмлетнӗ май ӑна ирттерме укҫа уйӑрса пулӑшма килӗшекен чӑваш усламҫисем ҫуккишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗҫ. Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков нумай та мар, 3 пин ҫеҫ ыйтнине пӗлтерчӗ. Пӗрех укҫа уйӑрма килӗшекенсем ҫукпа пӗрех пулнӑ. Юрать, чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов пулӑшнӑ, Вӑрмар районӗнчи «Енӗш» фермер хуҫалӑхӗ, ятне кӑтартма ыйтман тепӗр усламҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.