Пӑтӑрмахсем
![]() Елена Шахова Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче ӗҫленӗ Елена Шаховӑна Уралти вӑрманта тупнӑ. Ун чухне вӑл сывламан. Актриса Шупашкарта 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Вӑл виҫӗ ҫул каяллах ҫухалнӑ, иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшне СМС-ҫыру янӑ, пӑшӑрханма ыйтман. Хӑй темӗнле ыйтусене татса парас енӗпе ӗҫлет имӗш. Елена Шаховӑна пултарулӑхне кура РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн премийӗпе чысланӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Екатеринбургри «Волханка» театр центрӗнче ӗҫленӗ. Актрисӑна Уралти вӑрманта авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тупни пирки МИХсем ҫырнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Халӗ следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫа обществин Чулхулари филиалӗ Мускавран Шупашкара килме, Шупашкартан Мускава кайма билет хакӗ йӳнелнине пӗлтерет. 53/54 тата 141/142 номерлӗ пуйӑспа ҫула тухма пассажирсем йӳнӗ хакпа билет туянма пултараҫҫӗ. Плацкарт вакунта билет хакӗ 783 тенкӗрен пуҫланать, купере — 999 тенкӗрен. Анчах малашне вӗҫӗм ҫавӑн пек пулмӗ. Хаксене вӑхӑтлӑха, юпа уйӑхӗн 31-мӗш таран чакарнӑ. Пуйӑссен расписанине пӗлес тесен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществине 8-800-775-00-00 талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур. Карас телефонӗпе шӑнкӑравласан та укҫа илмӗҫ. Тӗнче тетелне тухма юратакансем www.rzd.ru сайта кӗрсе унти «Пассажирам» ярӑмра хӑйсене кирлӗ хыпара тупма пултараҫҫӗ. Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашск Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анастасия Мамлинӑна Сурдлимпиадӑран кӗтсе илнӗ самант. Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева саламлӑ тав ҫырӑвӗ ярса панӑ, унта Элтепере Анастасия Мамлина 23-мӗш ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа ырӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Кун пирки ӗнер Спорт министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр: япӑх илтекен тата пачах илтмен спортсменсен тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче Турцири Самсун хулинче пулнӑччӗ. Унта 85 патшалӑхран 2627 спортсмен хутшӑннӑччӗ. «Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 199 медаль ҫӗнсе илчӗ. Пирӗн спортсменсен ҫӗнтерӗвӗнче сирӗн спортсменкӑн Анастасия Мамлинӑн тӳпи те пысӑк. Вӑл сӑнӑ ывӑтса бронза медале тивӗҫрӗ», — палӑртнӑ Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗн президенчӗ Александр Романцев хӑйӗн тав ҫырӑвӗнче. Палӑртса хӑварар: Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗн вӗренекенӗ хальхинче кӑна мар, иртнӗ Сурдлимп вӑййисенче те палӑрнӑ. Болгарири София хулинче вӑл йӗтре тӗртсе — 5-мӗш, сӑнӑ ывӑтса 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче вара Настя сӑнна 45 метр та 68 сантиметра ывӑтса «бронзӑллӑ» пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ене килекен туризмсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйлас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн, суту-илӗвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Унта Шупашкарти обществӑлла апатлану предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Канашлура хускатнӑ ыйту — гастрономи туризмӗ. Чӑваш Енре паян тӗрлӗ наци кухни пур. Ку вӑл питех те аван. Чи малтанах пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, темелле-тӗр. Ытти халӑхӑн ҫимӗҫӗпе сӑйланса вӗсене хаклама пултаратпӑр. Анчах мӗншӗн пирӗн, чӑвашсен, хамӑрӑн ҫимӗҫе туллин сӗнес мар. Нишлӗ мар вӗт халӑхӑмӑрпа пирӗн апат-ҫимӗҫӗмӗр: аш-пӑшран хатӗрлекен ҫимӗҫе кӑмӑллакансем валли шӑрттан, шӳрпе пур; кукӑль-ҫӑмах юратсан — хуплу, хуран кукли... Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуҫисем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме пуҫличчен туроператорсемпе калаҫса татӑласшӑн. Ара, лешсем туристсене хайсем патне илсе пырсан аван-ҫке. Обществӑлла апатлану предприятийӗсенче чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ кирлех тенӗ май меню пуянлӑхӗ, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе хальхи вӑхӑт ыйтнине кура ҫӗнетесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Тата, паллах, хаксене те ирӗке яма кирлӗ мар. Килен-каяна ӑш пиллӗн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗн солисчӗсем пулӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Артек» центрта «Школа размером с Артек» пултарулӑх смени пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗнче юрлакан Раҫҫейӗн 65 регионӗнчи ачасем пулнӑ. Ачасем концерта хутшӑннӑ, солистсен конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. 500 ачаран 19-шӗ пуринчен те лайӑххисен йышне лекнӗ. Ҫавсен йышӗнче Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен, «Соловушки» хор ушкӑнне ҫӳрекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова. Вӗсене пӗрле вӗренекенӗсем чунтан саламлаҫҫӗ, малашне те хитре юрлама сунаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ара Мишши ҫыравҫӑ Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа черетлӗ кӗнеке кӑларнине, унччен вӑл «Ҫамрӑк юланутҫӑ» кун ҫути кӑтартнине эпир ҫу уйӑхӗнче хыпарланине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ. Ачасем валли кӗнеке ҫырма лариччен Михаил Краснов чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятлине 500 экземплярпа кӑларнӑччӗ. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗччӗ. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗнче йыша ҫӗнӗ пайташсем илес ыйтӑва та тишкернӗ. Ара Мишшине унта ҫыравҫӑсен ретне илме йышӑннӑ. Куншӑн питӗ савӑннине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат Фейсбукра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче камсем илем конкурсӗнче тупӑшнине пӗлес килет-и? Кушаксем! Ӑна ЧР Патшалӑх ветеринари службин ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Жюри пайташӗсем кушаксене тӗрлӗ номинацире хакланӑ. Мероприятие Ҫӗмӗрле хули 101 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалласа иртнӗ. Ветеринари службин ӗҫченӗ Елена Кузнецова куракансене кушаксене мӗнле пахмаллине, мӗнле прививка тумаллине каласа кӑтартнӑ. Жюри йышӗнче Ҫӗмӗрле хулин ветеранӗсем те пулнӑ. Кушаксене ҫак номнацисемпе палӑртнӑ: «Самая хвостатая», «Самая ушастая», «Самая спокойная», «Самое оригинальное прозвище», 2Самая модная», «Самая пушистая», «Самая многоцветная», «Самая тяжеловесная», «Самое оригинальное представление питомца». Шел те, номинцисене чӑвашла ят паман ҫӗмӗрлесем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармонине юсама пуҫланине «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова паян халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Рита Кириллова ку хыпара «нумай калаҫнӑ, питех кӗтнӗ» пулӑм тесе хакланӑ. Чӑн та, 2016 ҫул вӗҫӗнче эпир Чӑваш Ене килмелли 80 миллиона пирӗн региона ярса памассине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавассӑр хыпара ун чухне Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑха уйӑрма палӑртнӑ 79,6 миллион ытларах тенке касса илесси ҫинчен калакан хушӑва РФ финанс министрӗ Антон Силуанов раштавӑн 16-мӗшӗнчех кӑларнӑччӗ. Ун пек тума федераци министрӗ Чӑваш Ен спорт объекчӗсене хӑпартма хӑй енчен укҫа уйӑрманнипе сӑлтавланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗрпӳ кӗперне кам туса пӗтересси паллӑ. Аван уйӑхӗн 18-мӗшӗнче аукцион иртнӗ. Унта «Союздорстрой 10» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫеҫ хутшӑнма ирӗк панӑ. Фирма ӗҫе 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе вӗҫлеме йышӑннӑ. Килӗшӗве тепӗр 10 кунран алӑ пусӗҫ. Аукциона тепӗр икӗ фирма хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, анчах унта лекеймен. Подрядчикӑн ӗҫе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Икӗ уйӑх ҫеҫ юлнӑ. Юр маларах ҫуса лартрӗ тӗк – вӑхӑт тата сахалрах. Кӗпер хатӗрпе пӗрех ӗнтӗ. Унта ҫула хӑтлӑлатмалли, асфальт тата коммуникацисене хумалли ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ. «Союздорстрой 10» фирма пирки эпир мӗн пӗлетпӗр-ха? Тӗнче тетелӗнче ун пирки шырасан информаци тухать. Вӑл Крымра ҫумӑр витӗрех асфальт сарнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вырӑнти питлев хӑми ҫине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ТурСтат аналитика агентстви танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта кӗркунне ӑҫта йӳнӗрех канма май пур хуласене кӗртнӗ. ТОП-20 списока Шупашкар та лекнӗ. Шупашкар танлаштарӑмра 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн тӗп хулара канмашкӑн 2,5-2,7 пин тенкӗ кирлӗ-мӗн. Сарӑту, Ставрополь, Калуга, Псков, Чӗмпӗр, Омск, Томск, Саранск, Ӗпхӳ хулисенче кансан та ҫав хаках тухса кайӗ. Ку – пӗр талӑк канмашкӑн кирлӗ укҫа-тенкӗ. Унта хӑна ҫуртӗнче иккӗн пӗр талӑк пурӑннин, кафере кӑнтӑрла апатланнин, хулари музейсене ҫитсе курнин хакӗ кӗнӗ. ТОП-10 списока вара Барнаул, Воронеж, Краснодар, Смоленск, Кемӗр, Орел, Чӗлепи, Брянск, Ижевск кӗнӗ. Ҫав хуласенче 2-2,5 пин тенкӗпе канма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |