Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхипе литератури олимпиади иртнӗ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Галина 26.02.2019 18:12 | 531 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури олимпиади иртнӗ.

Олимпиадӑна Чӑваш республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенче

9-11-мӗш классенче вӗренекен 164 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 85-шӗ чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗн программипе вӗренеҫҫӗ, 79-шӗ — республикӑри чӑваш шкулӗсенчен.

Республика тулашӗнчен олимпиадӑна пурӗ 10 вӗренекен килнӗ: Тутар Республикинчен – 2-ӗн, Пушкӑрт Республикинчен – 4-ӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен – 4-ӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, юратса вӗренеҫҫӗ. Ҫакна олимпиадӑра аван кӑтартнӑ.

Олимпиадӑна килнӗ ачасем Шупашкарти паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ.

#чӑваш чӗлхи, #олимпиада, #ачасем, #вӗренӳ, #Пушкӑрт Республики, #Тутар Республики, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #ЧПУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхин олимпиадинче ҫӗнтернӗ
2018, 04, 24
Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем валли Элтепер укҫа уйӑрнӑ
2018, 07, 23
Ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисем пичетленӗҫ
2018, 08, 24
Чӗмпӗр тӑрӑхӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашла тивӗҫлӗ шайра вӗрентмеҫҫӗ тесе шухӑшлать
2018, 11, 13
Чӑваш чӗлхин историллӗ фонетикине акӑлчанла пичетлесе кӑларнӑ
2019, 01, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org