Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Йытӑсене таптанӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: вӑл халӑхран каҫару ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.02.2019 12:21 | 1195 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсене машинӑпа таптанӑ, ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ арҫынна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче арҫын халӑхран каҫару ыйтнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.

Видеора вӑл йытӑсене юратнине каланӑ. Чӗрчунсене таптаса арҫын Ҫӗрпӳре ҫапкаланчӑк йытӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. Видео ӳкерсе ку ҫивӗч ыйтӑва хула администрацийӗн тата ветеринари службин ӗҫченӗсем патне илсе ҫитересшӗн пулнӑ иккен. Тӳре-шара хӑнк та тумасть-мӗн.

Ҫак видеона ӳкериччен арҫыннӑн арӑмне йытӑсем тапӑннӑ. Каҫару ыйтнӑ май вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак чӗрчунсем ҫынна вилмеллех ҫыртса пӗтернине те аса илнӗ.

«Эпӗ видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ хыҫҫӑн кӑна ҫак ыйту тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Унччен ма никам та хускатман? Эпӗ ҫакна таса тӑрса юлассишӗн каламастӑп, айӑпласан – килӗшетӗп. Тӗрмене лартсан – ларатӑп, ку манӑн шӑпа пулӗ», - тенӗ арҫын. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл йытӑсене машинӑпа таптаса вӗлересшӗн пулман. Кайран вӑл машинӑран тухса пӑхнӑ: пӗр чӗрчун та аманман, вилмен.

#Ҫӗрпӳ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #чӗрчунсем, #тӳре-шара, #ҪҪХПИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.media/2019/02/26/prostite/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем