Ял хуҫалӑхӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи «Заря» агрофирмӑра пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 100 пуҫ вырнаҫать. Ҫӗнӗ вите Малиновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Витене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов хутшӑннӑ. Вӑл «Заря» агрофирма тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Ҫулталӑк каялла унта 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите уҫнӑ. Унтах ӗне сумалли пӳлӗм, сӗт сивӗтмелли цех вырнаҫнӑ. Унтанпа ҫулталӑк ҫеҫ иртнӗ – ҫӗнӗ вите хута кайнӑ. Эппин, «Заря» агрофирма ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Ку кӑна мар. Агрофирмӑра кӑҫал утӑ, тырӑ упрамалли хуралтӑсем те хута кайнӑ. Агрофирма директорӗ Рафис Айсын каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра хальлӗхе 450 мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем сенаж хумалли икӗ шӑтӑк тата 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Маргарита Димитриевӑна шыраҫҫӗ. Вӑл – икӗ ача амӑшӗ. Хӗрарӑм икӗ тӗпренчӗкне, 9 тата 3 ҫулсенчисене, каникул вӑхӑтӗнче яла кайса янӑ. Ачисем ялта чухне вӑл амӑшӗпе телефонпа калаҫнӑ. Маргарита Димитриева амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине калаҫнӑ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кукамӑшӗ мӑнукӗсене хулана илсе кайнӑ. Хваттере ҫитнӗ те – унта никам та ҫук. Ачасен амӑшӗ ку тапхӑрта унта пачах пулман-мӗн. Унӑн телефонӗ хаш чухне сӳннӗ, тепӗр чухне вӑл ӑна тытмасть. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Маргарита Димитриева 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Хальлӗхе кукамӑшӗ хулара манукӗсемпе парӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ. Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ. Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пӗлтӗр ку тапхӑрта юр ҫунӑччӗ, ирӗлменччӗ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑрах. Хӗл хӑҫан ларать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрне нормӑпа килӗшсе тӑнӑ. Вӑтамран 1 градус сивӗ пулнӑ. Хушӑран юр ҫуса хура ҫӗре шуратать, анчах вӑл кӑштахран ирӗлет. Эппин, хӗл вӑхӑчӗ ҫитмен-ха. Раҫҫей Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра кӗркуннехи ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 8-17-мӗшӗсенче ытти ҫултинчен 3 градус ӑшӑрах пулӗ. Ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчипе пӗр килӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче антициклон килӗ. Ҫак кунсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ ахӑртнех. Тен, хӗвел тухӗ. Сывлӑш температури 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ пулӗ. Чӳкӗн 13-мӗшӗнчен ҫумӑр пуҫланать, вӑл 3-4 куна пырӗ. Сывлӑш температури 8 градус таран та ӑшӑтӗ. 17-мӗшӗнчен антициклон хуҫаланӗ, 0 градус таран сивӗтӗ. Ҫапах чӳк уйӑхӗ валли ку та ӑшӑ-ха. Синоптиксем хальлӗхе хӗл ларасси пирки каламаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллипе чыслама тытӑнасшӑн. Ку палла тӑвасси пирки калаҫнӑ ӗнтӗ. Тӳре-шара ку шухӑша ырланӑ. Хисеп паллине ҫирӗплетесси пирки чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ общество канашӗнче калаҫнӑ. Ӑна ачисене тивӗҫлӗ воспитани панӑ, ҫемье институтне ҫирӗплетнӗ амӑшӗсене пама тытӑнӗҫ. Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫак хисеп паллине пама йышӑнни амӑшлӑхпа ҫыхӑннӑ патшалӑх пулӑшӑвне малалла тӑсма май парать. Сӑмах май, Раҫҫейри 50 регионта хӗрарӑмсене «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллипе чыслаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Белгород облаҫӗнче III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» палла виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑмсене параҫҫӗ. Пӗрремӗш степеньлине 5 ача ҫуратнӑ е усрава илнӗ амӑшӗсем тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӑл Атӑл леш енне шур ҫырли татма кайнӑ. Унта ҫухалса каясса кам шутланӑ-ха? Юрать, ҫумра телефон пулнӑ. Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре шур ҫырли татма кайнӑ. Хайхискер киле таврӑнма тухнӑ, анчах хӑй ҫухалса кайнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӑванӗ патне шӑнкӑравласа пӗлтерме ӗлкӗрнӗ. Лешӗ вара ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем тупиччен хӗрарӑмӑн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Вӗсем ӑна громкоговорительпе, прожекторсемпе шыранӑ. Тепӗр кунхине ирхи 3 сехетре ҫеҫ тупнӑ ӑна. МЧС вӑрмана кайсан тимлӗрех пулма ыйтать. Ҫумра яланах телефон пулмалла, ҫула тухиччен ӑна зарядкӑна лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи вилни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Валерий Емдюков самбопа, дзюдопа кӑсӑкланнӑ, республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Вӑл снайпер-разведчик пулнӑ. Валерий питӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӑл 1987 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 30 ҫулхи юбилейне, шел те, паллӑ тӑвайман вӑл. Сирире паттӑрла вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ. Шупашкарта Валерий Емдюкова халалланӑ Асӑну хӑми уҫнӑ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ Вячеслав Рафинов хутшӑннӑ. Вӑл Валерий паттӑр салтак пулнине, унӑн ятне ӗмӗр манманнине каланӑ. Асӑну хӑмине Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑрура пулнӑ Игорь Шумиловпа Леонид Осипов уҫнӑ. Валерий Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗреннӗ. Асӑну хӑмине шӑпах ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ. Юлашкинчен студентсем сӑвӑ вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Анатолий Юман Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Анатолий Юман — пирӗн вӑхӑтри поэт» пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна чӑваш ҫыравҫи, публицист, куҫаруҫӑ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Юман 85 ҫул тултарнине халалланӑ. Анатолий Фёдорович 1932 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси Улхаш ялӗнче ҫуралнӑ, Хусанти партин аслӑ шкулне пӗтернӗ, 1963–1989 ҫулсенче облаҫри район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ, 1989–1994 ҫулсенче «Канаш» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Анатолий Юман — 40 ытла кӗнеке авторӗ, вӗсенчен паллӑраххисем — «Ҫунатсем», «Телей сӑпки», «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать», «Суйласа илнисем», «Чӗре ҫӗввисем», «Сонетсем», «Паттӑрлӑх вӑрттӑнлӑхӗ». Палӑртса хӑварар, мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юбилейре. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Терентьева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ. Анастасия Михайловна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Василий Терентьева качча тухнӑ. Анчах тӑватӑ ачине унӑн пӗчченех ӳстерме тивнӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗ часах ҫӗре кӗнӗ. Халӗ кинемей хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, кӗнеке вулама кӑмӑллать, хӑй тӗллӗнех Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай ячӗллӗ чиркӳре иртекен кӗлӗсене ҫӳрет, хӗрне кил-тӗрӗшре пулӑшать. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Анастасия Михайловнӑна юбилей ячӗпе вырӑнти тӳре-шара, депутатсем килне пырса саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «На связи» порталти сӑн ӳкерчӗк Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ. Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |