Вӑрнар районӗ еннелле каймалли ҫул лайӑхах мар, арканма пуҫланӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта самай пысӑк шӑтӑксем. Кӑҫал ҫав ҫулӑн пӗр пайне юсама палӑртнӑ.
Ҫула Ишлей станцийӗнчен пуҫласа Красноармейски районӗнчи Пикшик ялӗ таран ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе – 23 ҫухрӑм.
Ҫула «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн юсӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 171 510 911 тенкӗ. 90 миллион тенке яхӑн федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Вӑтамран илсен, аукционра хак пӗчӗкленмест пулсан, 1 ҫухрӑм ҫула юсамашкӑн 7,5 миллион тенкӗ кайӗ.
Аукцион пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ алӑ пуссан ӗҫе 7 уйӑхра вӗҫлемелле. Эппин, аукцион ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен, чӳк уйӑхӗнче машинӑсем ҫӗнӗ ҫулпа ҫӳреме пуҫлӗҫ.