Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Вӑрмарпа Муркаш районӗсенчи ялсенче ҫул сарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.04.2017 08:36 | 1832 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче ҫул тума кӑҫал хыснаран 32 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Чӑвашупрдор» предприяти саккасҫӑ евӗр пулса подряд организацийӗсене шыранине пӗлтернӗ.

Аукцион ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче Муркаш тата Вӑрмар районӗнчи обьектсене тӑвакансене палӑртмалла.

Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнчи Ленин, шкул урамӗсене тата Кудрявцев тӑкӑрлӑкне юсама 11 миллион тенкӗ ытларах уйӑрма палӑртнӑ. Юсамалли ҫул тӑршшӗ — 1,184 километр. Ӗҫе контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхра вӗҫлемелле.

Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче 3,020 километр тӑршшӗ ҫул сармалла. Унта Вӑрман, Афанасьев, Анисимов тата Пахча урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫул тӑршшӗ вӑрӑм та укҫи те ытларах кирлӗ: 20,8 миллиона яхӑн уйӑрмалла.

#Отарккӑ, #Тикеш, #Чӑвашупрдор, #юсавсем, #укҫа-тенкӗ, #Муркаш районӗ, #Вӑрмар районӗ, #ҫул-йӗр, #предприятисем, #аукционсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем