Пӑрачкавсемшӗн ку чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ. Унти пӗр урамра ҫӗнӗ ҫул сарасшӑн. Ҫак ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче Пӑрачкав ялӗнчи Комсомольски урамӗнчи ҫула сармашкӑн «Чӑвашупрдор» аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пирвайхи хак — 18 миллион тенкӗ те 339 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Килӗшӳре ҫул вӑрӑмӑшӗ 2 ҫухрӑм та 868 метр пулнине палӑртнӑ. Ҫула вӗтӗ чулран тӑвӗҫ. Ку ҫула кам тӑвассине ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе 6 уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.