Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче хӑпартнӑ ҫуртра тӑлӑх ачасене хваттер уҫҫи панӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче юсанмалли колонирен тухнӑ каччӑ та унта пурӑнма тытӑнӗ. Ӑна та, тӑлӑха, хваттер уҫҫи панӑ. Ҫамрӑк ҫынна колони ӗҫченӗсем хваттер илме пулӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те, амашӗ те вилнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, каччӑна хваттер памалла пулнӑ. Йӗпле пралук леш енче ларнӑ чухне ӑна ку ыйтӑва татса пама 4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. «4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченне Оксана Анатольевна Киселевӑна тав тӑвас килет. Вӑл мана хваттер илме пулӑшрӗ. Эпӗ пурӑнмалли кӗтес уҫҫине алла иличченех манпа пӗрле пулчӗ», - тенӗ нумаях пулмасть йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Питӗрти блогер Сергей тӑлӑх ачасене пулӑшать, вӗсем валли укҫа пухать. Вӑл «Твиттерта» пост туса икӗ эрнере 190 пин тенкӗ пухнӑ. Ку йӑлтах тӑлӑхсем валли. Блогер пӗтӗмлетӳсем тунӑ май Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачан ҫырӑвне палӑртнӑ. 15 ҫулти ача ыркӑмӑллӑх валли 150 тенкӗ куҫарса панӑ. «Каҫарӑр кунта сахал пулнӑшӑн. Эпӗ 15 ҫулта, ҫакӑн чухлӗ укҫапа ҫеҫ пулӑшаятӑп. Шупашкарти Гриша» тенӗ вӑл ҫырӑвӗнче. «Ҫын 15 ҫулта ыркӑмӑллӑх мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланать. Ку Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ», - шухӑшне палӑртнӑ блогер. Сӑмах май, Пушкин хулинче пурӑнакан тӑлӑхсем валли укҫа халӗ те пухаҫҫӗ. Кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем ҫемье ҫурчӗсенче воспитательсемпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленме тытӑннӑ ахӑртнех. Хайхискерсем вӑрмана кайса чӑрӑш касса килнӗ. Анчах ҫул ҫинче вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ, чӑрӑш-качки полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Йӗрке хуралҫисемпе вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ҫав икӗ арҫын мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Арҫынсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа чӑрӑш касма кайнӑ. Анчах ку мӗнпе вӗҫленесси пирки шухӑшламан-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хӗрарӑмне 7 ҫул шыранӑ. Ӑна федераци шыравне те панӑ. Нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ. Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ ултав ӗҫӗпе аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене 1,5 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. 2008-2009 ҫулсенче вӑл пӗрле пурӑнакан арҫынпа пӗр ҫынна пурӑнмалли кӗтес йӳнӗпе туянма пулӑшасса шантарнӑ. Ӗненмелле пултӑр тесе хайхискерсем Шупашкарта хӑтлӑ хваттерсем тара тытнӑ. Шупашкар хулин, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен ҫыннисем ҫав хӗрарӑмпа арҫынна 1,5 миллион тенкӗ тыттарнӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем регион тулашне тухса тарнӑ, телефон номерӗсене улӑштарнӑ. 2010 ҫулта вӗсене федераци шыравне панӑ. Тӑватӑ ҫултан арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. Вӑл УДОпа тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ хӗрарӑмӑн явап тытмалла. Ӑна Киров полицейскийӗсем тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Кӗҫех суд пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Патӑрьел районӗнче санитари енӗпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем вӗренӳ учрежденийӗсенчи эпидемиологи лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ. Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — комисси ертӳҫи Рудольф Селиванов ертсе пынӑ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне муниципалитетра 42 ҫын, ҫав шутран 40 ача, пульницӑри мар пневмонипе (ӳпке шыҫҫи) чирленӗ: Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта 19-ӑн, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта 7-ӗн, Нӑрваш Шӑхальти шкулта 4-ӑн, Алманчӑкринче 3-ӗн аптӑранӑ. Сисчӗвлентерекен ҫак тӑрӑм хыҫҫӑн районта Роспотребнадзор ӗҫченӗсем эпидемиологи тӑрӑмне тӗпченӗ. Шкулсенче пӳлӗмсене дезинфикцилеме, сывлӑша кварцпа сиенсӗрлетме хушнӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулта ачасене вӗрентме вӑхӑтлӑха чарнӑ, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта — пӗр класра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхне алла илеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗсене Шупашкарти социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта «Основы компьютерной грамотности» (чӑв. Компьютер ӑсталӑхӗн никӗсӗ) программӑпа пӗлӳ илни ҫинчен калакан удостоверени панӑ. Ватӑсене Чӑваш Енре 2017-мӗш ҫуллӑха йышӑннӑ Социаллӑ программӑпа килӗшӳллӗн хысна шучӗпе вӗрентнӗ. Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗнче Патӑрьел, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенчи 109 пенсионер компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Вӗсен Шупашкара килсе ҫӳреме тивмен: ноутбуксене социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсенче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче, Атӑлҫи технологи университетӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялта паянхи кун та ӗлӗкхиллех улах лараҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки унти «Авангард» хаҫат пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрле пуҫтарӑнса ҫӑм арлаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа пир татӑкӗ ҫине тӗрлӗрен эреш тӑваҫҫӗ... «Анчах та кукамай-асаннесем евӗр пӗр-пӗр килте мар, юсав хыҫҫӑн капӑрланса чиперленнӗ ял клубне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Асаннесемпе кукамайсем йӗркеленӗ «Ӑстапи» кружока ҫӳрекенсем паянхи кун кашниех мастер-класс кӑтартма та хатӗр. Хӑйсен ӗҫӗсенче чӑн ӑста! Вӗсене ертсе тата хавхалантарса пыраканӗ — О. Мадюкова. Ольга Петровнӑн ку тӗлӗшпе опычӗ пахучӗпех. Хӗрарӑм тухья-хушпу нумай ӑсталать. Ҫывӑх вӑхӑтра вара вӑл ӗҫтешӗсене хутран карҫинкка авма хӑнӑхтарасшӑн», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче тилӗ тытакансене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Унтисем ҫакна тискер ҫак чӗрчун шучӗ юлашки вӑхӑтра йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсем тилӗрен урнӑ чир ҫаклатма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑрманта пурӑнакан чирлӗ чӗрчун тепӗр чух яла, уйрӑм хушма хуҫалӑха пырса кӗрет. Тилӗ тытакансене хавхалантарма кӑҫал муркашсем хыснара 13,5 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫана кама тӳлессине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи йышӑнура палӑртса хӑварнӑ. Тилӗ тытсан ӑна Выльӑх чир-чӗрӗпе кӗрешекен Муркаш районӗнчи станцие кайса памалла. Пӗр пуҫшӑн 450 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен муниципалитетра 41 тилӗ тытнӑ. Уншӑн сунарҫӑсене укҫан хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Муркаш районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи 6-мӗш фестиваль-конкурс иртрӗ. Хӑнасене 2-мӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑх кӗвви-юррине ӑша хывма тӑрӑшать. Юрӑ-ташӑ илемлӗхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулӑшать. Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасен умӗнче Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрӗ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертӳҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлӗх ертӳҫи ертсе пынипе 4-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ. Тури чӑвашсен калаҫӑвӗ, ҫӑварни вӑййисем пурне те кӑмӑла кайрӗ. Фестивале хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн хӗрӳ самант пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакан вунӑ вӗрентекен те урока питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Калайкасси шкулӗнче ӗҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мӗш класра «Предложенин тӗп тата кӗҫӗн членӗсем» темӑпа урок пачӗ. |
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре ача чуччупа ярӑннӑ чухне лачака ӑшне путса ларни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине пӗлтерер. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ хала администрацийӗ «СК «Алсер Строй» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, стройфирмӑн Никитин урамӗнчи тата Парк бульварӗнчи картише хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ срок вӗҫленнӗ пулин те подрядчик картише симӗслетмен, газон курӑкӗ акман. Ҫавӑн пекех территорие кӗме юраманнине кӑтартакан карта тытман. Ҫавна май арҫын ача, чуччупа ярӑннӑскер, лачака ӑшне путнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура стройфирма тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Куншӑн ӑна штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Аса илтерер: Ҫӗрпӳ хулинче Халӑх фрончӗ хастарӗсем пулнӑ. Подрядчик тӑпран 20 сантиметр сийне илсе хӑйӑр тӑкни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.