«Газпром межрегионгаз Махачкала» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗн пуканне Валерий Кантеев йышӑннӑ. Унччен вӑл «Чӑвашрегионгаз» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи пулнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтерет.
Ҫак кунсенче Валерий Кантеева коллективпа паллаштарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Валерий Кантеев «Чӑвашрегионгазра» ӗҫличчен «Газпром межрегионгаз Тамбов» тулли мар яваплӑ обществӑра вӑй хунӑ. Ӑна ЧР Промышленноҫ тата энергетика министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.