Республикӑра
![]() Борис Марков Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫлать. Ӑна, муниципалитетӑн сити-менеджерне ял хуҫалӑх енӗпе ҫум пулса пулӑшнӑскере, Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Йыша республика шайӗнчи тӳре-шара тата чӑваш парламенчӗн икӗ депутачӗ кӗнӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ыран Ҫӗрпӳре районти Депутатсен пухӑвӗн XXXV черетсӗр ларӑвӗ иртмелле. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнта сити-менеджера ҫирӗплетмелле. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, малтанласа палӑртнӑ кун йӗркинче ун пек ыйту ҫукчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |