Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: НТРК пуҫлӑхне лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 03.02.2018 00:01 | 2926 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Оксана Ачкасова
Оксана Ачкасова

Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанин пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак пукана унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Оксана Ачкасовӑна пама йышӑннӑ.

НТРК пуҫлӑхӗ ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

Оксана Ачкасова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Конкурсӑн ҫурма финалисчӗсемпе ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ҫӗршыври 54 регионти 300 финалист шутӗнчи Оксана Ачкасова та Правительство ҫуртӗнчи курнӑҫӑва хутшӑннӑ.

#политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Элтепер, #НТРК, #тӳре-шара, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1908.96.9709
2018.02.03 11:23
Agabazar
Ку çын — "хăш ялтан"? Мĕнпе палăрнă халиччен? Пĕрлĕхри пурнăçри сăн-сăпачĕ еплерех?
Илле // 6868.1.8605
2018.02.04 15:40
Маншăн та пĕлмен çын. Темшĕн пĕлтермеççĕ. Ун пек чухне хыпарта кĕске те пулсан биографи пичетлеççĕ тĕнчери журналистикăра. Пирĕн МИХсем тĕнчен шайне тухаймаççĕ çав. Хыпар пуçлăхĕ коленками назад ĕçлеме ăстине Шупашкарта тухакан Мир общества хаçатра кăна вуласа пĕлтĕм, унччен ниçта та ним те пичетлеменчĕ пулас. Ку мĕнлерех ăста - ним те пĕлместпĕр.
Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.04 19:38
Сапла сав. Пике хитре, анчах вал чаваш-и, вырас-и? Чавашла пелет-и? Унан биографийене ниста та тупман. "В Контакте" кана пите кеске сырна.
Dfcbkbq // 2331.86.6369
2018.02.05 09:12
"Русский мир" рупорĕ пулмасан юрĕччĕ
Ялтан // 9259.3.8429
2018.02.06 06:11
Пирĕн телевидение "Царьград-№2" ят памалли кăна юлчĕ. Штатне "вырăс маршне" хутшăннисенчен пуçтармалла. Чиркÿсем ытларх кăтарччăр тата кадет шкулĕсене.
Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.06 14:24
Рассейре халь пурте путинла телерадио...
Эпĕ // 2517.30.3005
2018.02.08 17:47
Больше 15 лет в медиа. Начинала с менеджера по рекламе на «Европе плюс» и «Русском радио» в Чебоксарах, через год стала заместителем директора этих радиостанций. Далее 10 лет возглавляла радиостанцию с собственным вещанием «MFM». Параллельно была исполнительным директором 2-х телеканалов. В 2012 году создала собственный детский журнал «Егоза». С 2006 года – тренер по организации бизнеса СМИ, маркетингу и продажам. География тренингов от Калининграда до Камчатки – более 40 городов, более 100 компаний. С 2014 года – креативный продюсер «Национальной телерадиокомпании Чувашии» и ведущая ТВ и радио программ.
Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.08 23:58
Информацийене панашан тав. Анасу. Спасибо за информацию. Успехов.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем