Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Политика: Элтеперпе ытти пысӑк пуҫлӑхӑн тӑванӗсене ӗҫе илмӗҫ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 19.02.2019 05:58 | 392 хут пӑхнӑ
Политика
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова

Ҫук-ҫук. Пур ҫӗре те мар. Элтеперпе ытти пысӑк пуҫлӑхӑн тӑванӗсене Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатинчи хӑш-пӗр ӗҫе илмӗҫ.

Паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Тӗрӗслевпе шутлав палатипе ҫыхӑннӑ саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫав утӑма федераци саккунӗнче улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн тунӑ.

Республикӑн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи, унӑн ҫумӗ тата аудиторсем пулмалли должноҫсене Чӑваш Ен Элтеперӗпе, республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫипе, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫипе, суд тата право органӗсен ертӳҫисен ҫывӑх тӑвансене е хурӑнташсене (ашшӗ-амӑшне, мӑшӑрсене, ачасене, пиччӗшӗ-шӑллӗсене, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, мӑшӑрӗн ҫывӑх тӑванӗсене) ӗҫе илме юрамасть. Маларах капла чару Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫине ҫеҫ пырса тивнӗ.

#Элтепер, #саккунсем, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Спорт министерствин — ҫӗнӗ ертӳҫӗ
2018, 11, 05
Светлана Ананьева Элтепере текех пулӑшмӗ
2018, 12, 18
Экономика министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакана палӑртнӑ
2018, 12, 18
Спорт министерствин ертӳҫине палӑртнӑ
2018, 12, 30
Александр Белова Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулма йыхравланӑ
2019, 02, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org