Паян Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрне Александр Коршунова ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫак хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Михаил Игнатьев тепӗр документа, министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана ҫирӗплетесси ҫинчен калаканнине, алӑ пуснӑ. Пуҫлӑх тилхепине ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум должноҫне йышӑнакан Александр Ефремова тыттарнӑ.
Хамӑр енчен ҫакна аса илтерер: Александр Коршунов маларах Агрохими службин «Чувашский» патшалӑх центрне ертсе пынӑ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ.