Чӑваш Енре пухӑнса кайнӑ газ парӑмне, тата тӗрӗсрех каласан, ҫавна татассипе епле ӗҫленине, «Газпром» ертӳҫисем региона килсе тишкересшӗн. Ку шухӑша ӗнер ирттернӗ видеоселектор канашлӑвне ертсе пынӑ «Газпром» акционерсен обществин директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков каланӑ.
Канашлура пирӗн республикӑри лару-тӑрӑва ҫеҫ мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти субъектри тӑрӑма та тишкернӗ. Пирӗн республикӑна илсен кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗш тӗлне парӑм 2 миллиард та 339,9 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫак виҫен пысӑк пайӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене пырса тивет. Ҫав шутран 70 проценчӗ ытларах — Шупашкарти «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ обществӑна.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев газ парӑмне татассипе регионта епле ӗҫлени ҫинчен доклад тунӑ. Виктор Зубков парӑма татассипе кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкерме республикӑна килсе канашлу ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ.