Чӑваш Енӗн Правительстви «Трактор савучӗсем» концерна пулӑшӗ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви ӗнер пӗлтернӗ. Предприяти ҫӗнӗ проектсене укҫа хывнине тата савута аталантарма илекен кредитӑн процент ставкине субсидилеме республика укҫа хывма хатӗр. Ҫакӑн пирки регион ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер Мускавра иртнӗ X Гайдар форумӗнче каланӑ.
ТАСС «Трактор савучӗсем» концерн темиҫе ҫул каялла йывӑр лару-тӑрӑва лекнине, унта производство чарӑнса ларнине, ӗҫлекенсене шалу тӳлеменнине аса илнӗ. Предприятие укҫа-тенкӗ енчен сыватас тесе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тулашэкономбанк ҫирӗплетнӗ программӑпа килӗшӳллӗн 5,75 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫул вӗҫӗнче концерн «Ростех» аллине куҫнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ТАСС информаци агентствине савутӑн малашлӑхне ӗненнине пӗлтернӗ.