Экономика
![]() Шупашкарта агрегат савучӗ текех ҫук. Тӗрӗссипе хупӑнман-ха вӑл. Анчах вӑл урӑх ятпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки «Трактор савучӗсем» концернӑн пресс-служби хыпарланӑ. «Шупашкарти агрегат савучӗ» производство компанийӗ малашне те малтанхиллех ӗҫлӗ. Унӑн ячӗ ҫеҫ улшӑнӗ. «ШАС» ПК» тулли мар яваплӑ общество малашне «ЧЕТРА» тулли мар яваплӑ общество ятлӑ пулӗ. Савутӑн ятне ылмаштарма «Трактор савучӗсем» концерн» машинӑпа индустри ушкӑнӗ йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ компани савутӑн капиталӗн 100 проценчӗпе хуҫаланать. Концернта ӗнентернӗ тӑрӑх, предприятин юридици ятне ылмаштарни реорганизаци ирттернине пӗлтермест. Унтисем хӑйсен контрагенчӗсемпе, клиенчӗсемпе, партнерӗсемпе тата дилер сечӗсемпе малтанхиллех ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |