Культура
![]() Лайӑш районӗнчи Габишево салинче Амӑш куннӗ ячӗпе ирттернӗ концертра чӑвашла тумланнӑ ача те сцена ҫине тухнӑ. Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра Александра Романова пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ тумлӑ Мария Яковлева юратнӑ та хаклӑ амӑшне «Ман аннен паян ҫуралнӑ кунӗ» юрӑпа саламланӑ. «Чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ, шӑпчӑк саслӑ хӗрачана куракансем тахҫанччен сцена ҫинчен ямарӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Чӑвашсем нумай кунта», — хыпарланӑ хаҫатҫӑ. Габишевӑри вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Мария мӗн пӗчӗкренпех вырӑнти Культурӑпа спорт центрне ташлама ҫӳрет иккен. «Юрлама пуҫласси унӑн пӗр кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ. Виҫӗ ҫул каялла, хӗрӗм 2-мӗш класра вӗреннӗ чухне, шкулта халӑхсен туслӑхне халалласа наци уявне йӗркелеме шухӑшланӑ. Вӗрентекен ӑна чӑваш юррине вӗренме ыйтнӑ. Эпир ашшӗпе иксӗмӗр те чӑваш пулнине кура тархасланӑ пуль те-ха. Шухӑша путрӑмӑр вӗт – «Кукаҫипе куками» юрӑ пуринчен те ҫӑмӑлраххи пек туйӑнчӗ», — каласа кӑтартнӑ хӗрачан амӑшӗ Елена Яковлева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ульяна Андреева Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сочире «Роза Хутор» курортра Пӗтӗм Раҫҫейри «Юрататӑп эп сана, Раҫҫей!» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртнӗ. Чӑваш Енри ҫамрӑк юрӑҫ унта призерсен йышне кӗнӗ. Фестивальте тӗрлӗ регионти 12 юрӑҫ тупӑшнӑ. Пӗрисем соло юрланӑ, теприсем сцена ҫине ушкӑнпа тухнӑ. Кӑҫал фестивальте 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем кӑна мар, шкул ачисем те тупӑшнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 12 ҫулти Ульяна Андреева 8-13 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче палӑрнӑ. Вӑл студире хӑйӗн юррине ҫыртармашкӑн сертификат тата уйлӑхра канма путевкӑна тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл «Классное радиора» ротацие хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫачӗллӗ ачасем Тӑван чӗлхемӗре упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ паян ҫивӗч тӑракан ҫак темӑна черетлӗ хутчен сӳтсе явасси Тутарстанри «Сувар» хаҫатӑн «Пӗр класрисем» ушкӑнӗнче хаҫат ҫырӑнма чӗнсе каланинчен пуҫланса янӑ. «Нумай ҫӗре ҫитетӗн те тӗлӗнмелле япалапа тӗл пулатӑн. Чӑваш ялӗсенче ӗҫлекен бюджетниксене «Сувар» хаҫата ҫырӑнма сӗнетӗн те вӗсем ҫапларах хуравлаҫҫӗ: «Пире районран тутарла хаҫат ҫырӑнма хушаҫҫӗ, квитанцин копине сканласа ярса памалла, отчет ыйтаҫҫӗ. Ҫырӑнмасӑр пултараймастпӑр. «Сувара» тетӗр-и?.. «Суваршӑн» вӑрҫакан ҫук вӗт, ҫырӑнмасан та юрӗ-ха...» Ҫак сӑмахсене чӑвашсенчен илтме тивни уйрӑмах кӳрентерет», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫат хӑйӗн старницинче. «Эпир, чӑвашсем, 40—30 ҫул каялла вырӑс чӗлхи пирӗн пурнӑҫра ҫапларах вырӑн йышӑнать тесе шутламан та. Тутара куҫас хӑушлӑх ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хуларан каникула килекен ачасем чӑвашла калаҫнинчен пирӗн хушӑра тӗлӗнекен ҫукчӗ. Ун чухне чӗлхе ҫухаласси ҫинчен никам та шутламан. Мӗншӗн тесен ун пек хӑрушлӑх ҫукчӗ. Глобализаци веҫех вырӑна лартрӗ. Паянхи кун ҫак хӑрушлӑх куҫ умӗнчех – ялта чӑваш ашшӗ-амӑшӗ «вырӑс» ачине ӳстерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьелти 1-мӗш шкула вӑхӑтлӑха хупни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта ачасем пневмонипе чирленӗ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулта та, Нӑрваш Шӑхальти пӗлӳ ҫуртӗнче те ҫак амака тупса палӑртни пирки хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкула ҫак чире пула карантина хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене, Нӑрваш Шӑхальти пӗлӳ ҫуртне те карантина хупнӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе 1500 ытла ача ӑс пухать. Халӗ вӗсене дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службин ертӳҫи Дмитрий Шаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫурчӗсене раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗччен хупнӑ. Палӑртса хӑварни пӑсмӗ: пневмони (ӳпке шыҫҫи) тӗрлӗ микроорганизма пула – бактерисем, вируссем, кӑмпасем – пула амаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ 2018 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӑхса тухма палӑртнӑ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӳлеве 6,08 тенкӗрен 6,30 тенке (1 тӑваткал метршӑн) хӑпартма сӗннӗ. Капла пӑхсан хак нумаях ӳсмест пек: 22 пус ҫеҫ. Ҫапах пысӑк хваттершӗн кашни уйӑхра тӳлес пулсан ку, ахӑртнех, сисӗнет. Тӗслӗхрен, 40 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн уйӑхне 243,2 тенкӗ мар, 252 тенкӗ тӳлеме тивӗ. 70 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн вара 441 тенкӗ кӑларса хумалла (унччен 425,6 тенкӗ пулнӑ). Аса илтерер: Раҫҫейре тӗплӗ юсавшӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пухма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑра ку укҫана пухас кӑтарту 78 процентпа танлашнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 2,4 миллиард тенкӗ шутласа панӑ, вӗсенчен 1,9 миллиард тенкине пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал ҫулла Ҫӗрпӳре 11 ҫулти Настя Осиповӑна вӗлерни пирки, ҫав преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче 23 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе суд пулнӑ. ЧР Аслӑ сучӗ ӑна хӗрачана вӗлернӗшӗн тата пысӑк виҫеллӗ наркотик туяннӑшӑн 20 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗлернӗ хӗрачан амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 1,5 миллион тенкӗ тӳлеттермелле те тунӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре 11-ти Настя Осипова ҫухалнӑ. Ӑна волонтерсем те, ахаль ҫынсем те, полици те шыранӑ. Унӑн виллине гаражра тупнӑ. 23 ҫулти каччӑ следствие ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл гаражра наркотик тутаннӑ, шӑп ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан хӗрачана курнӑ. Хайхискер ача ыттисене каласа парасран хӑраса ӳкнӗ, Настьӑна гаража илсе кӗнӗ те пӑвса вӗлернӗ. Унтан алӑка хупса тухса кайнӑ. Ниҫта та ӗҫлемен каччӑна ҫӗртмен 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 130 грамм наркотик пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар хулин «Классика» муниципалитет капелли урамра концерт лартнӑ. Куракансене вӑл уҫӑ темиҫе лапамра савӑнтарнӑ. Хӗллехи концертсен серине пултарулӑх ушкӑнӗ П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнчи лапамран пуҫланӑ. Капеллӑн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакансем ҫак хор коллективне кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ. Конституци кунӗ умӗнхи концерта Тӑван ҫӗршыва халалланӑ. «Классика» капелла Чӑваш Енӗн тӗп хулине халалланӑ юрӑсене те кӑмӑлтан шӑрантарнӑ. Валерий Рыбаков, Татьяна Коротунова, Татьяна Карпова, Татьяна Чекушкина, Надежда Данилова, Марина Берман, Геннадий Петров, Евгений Ивановский, Наталия Петрова, Анатолий Данилов, Михаил Иванов, Елена Емельянова, Андрей Абашин, Мария Добрынина солистсем кашни номере хавхаланса юрланӑ. Концерта ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Галин, капеллӑн художество ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ куььтура ӗҫченӗ Александра Васильева ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес вырсарникун, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Раҫҫейре стратегиллӗ ракета ҫарӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Артиллерипе ракета ҫарӗнче хӗсметри хӑйсен салтак тивӗҫне пурнӑҫланисене Патӑрьел районӗнче уява йыхравлаҫҫӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑпа килӗшӳллӗн вӗсем ирхине 10 сехетре Патӑрьелӗнчи «Арбат» лапамри монумент умӗнче тӗлпулӗҫ. Ракетчиксемпе артиллеристсен ячӗпе монумента, сӑмах май, иртнӗ уйӑхра ҫеҫ уҫнӑ. Монумент умӗнчи хаваслӑ курнӑҫу хыҫҫӑн та уяв малалла тӑсӑлӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Логиновпа Иван Индряков Совет Союзӗн Паттӑрӗсене тата ҫак районта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш ракетчиксене — Алексей Захаров, Иван Коннов тата Степан Плисов халалласа пӗлтӗр конференци ирттернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти ВВС пултарулӑх студине нумаях пулмасть ҫӗршыв прокурорӗ Юрий Чайка саламланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри VIII конкурс валли шупашкарсем «Новый взгляд» (чӑв. Ҫӗнӗ курӑм) социаллӑ реклама тӑратнӑ. Унӑн теми — «Прокуратура против коррупции» (чӑв. Прокуратура коррупцие хирӗҫ) конкурсра I степеньлӗ дипломпа пултарулӑх ушкӑнне ҫӗршывӑн генпрокурорӗ Юрий Чайка чысланӑ. ВВС пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитӗнӳ пирки Инстаграмра пӗлтернӗ. Ҫӗршыври конкурса ҫӗршывӑн 81 регионӗнчен 3 пин видеоролик тӑратнӑ. Тӳре пулса ӗҫсене тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакан сумлӑ специалистсем хакланӑ. Конкурса, сӑмах май, пирӗн регионти ытти авторсем ытти ӗҫе те тӑратнӑ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, ҫӗршыв шайӗнчи сумлӑ чыслава вӗсенчен пӗри кӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Анатолий Чебанов драматург Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне хупнӑ май Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхалӗнчи культура ҫуртӗнче Тӗп клуб тытӑмӗ Анатолий Чебаноч драматург пьеси тӑрӑх «Вӗлтӗрен кайӑкӗ» спектакль лартнӑ. Унтисем ку хайлава паян та актуаллӑ тесе хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта ҫемье пурнӑҫӗнчи ыйтусене хускатнӑ. Суяпа ултав пулсан та комедие куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Сӑнарсене калӑпланӑ Алина Фролова, Ирина Аксакова, Наталия Груздева, Алина Никонорова тата Елена Смирнова ӗненмелле калӑпланӑ. Артистсене Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин премьерӑпа саламласа ырӑ суннӑ. Коллектив пайташӗсем сценӑна илемлетнӗшӗн тата спектакле лартма пулӑшнӑшӑн Александр Шайманова тата Александр Смирнова тав тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.