Раҫҫейре
![]() Кӑҫал Раҫҫейре фанфурик сутма чарнӑ. Чӑваш Енре те ку енӗпе йӗрке ҫирӗп. Нумаях пулмасть Роспотребнадзор ку чарӑва малалла тӑснӑ. Ку сӗнӗве РФ Правительстви те ырланӑ. Роспотребнадзор юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче фанфурик сутма чарасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл 180 кун вӑйра пулӗ. Фанфурик сутса чарнӑ хыҫҫӑн спиртлӑ шӗвексем чӑнах та сахалрах сутӑннӑ. Ҫапах ку йӗркене пӑсакансем пур, фанфурике вӑрттӑн ярӑнтараҫҫӗ. Чару хыҫҫӑн алкогольпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗслӗх те сахалланӑ. Сӑмах май, унчченхи чару срокӗ юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтнӗ. Кун хыҫҫӑн фанфурик каллех сентре ҫине таврӑнма пултарнӑ. Анчах чару йышӑнни ҫакна тума май памӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнче 70 ытла фанфурик ӗҫсе вилнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫак шӗвеке сутма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускав облаҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна тытса чарнӑ, ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫав ҫын федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Енре ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Вӑл вӑрланӑшӑн ҫакланнӑ. Арҫынна Мускав облаҫӗнчи Котельники хулинче тытса чарнӑ. Конвойпа ӑна ШӖМӗн Вӑрнарти уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн федераци шыравне панӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче преступлени тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Хайхискер тӑванӗсем патне хӑнана килсен ялти пӗр ҫыннӑн килне кӗрсе телевизор вӑрланӑ. Вӑрланӑ япалана тупнӑ, вӑрӑ вара тарса ҫухалнӑ. Оперативлӑ ушкӑн Мускав облаҫне кайса вӑл регистрациленнӗ ҫурта тӗрӗсленӗ, анчах ҫав вӑхӑталла арҫын ҫапкаланчӑка тухнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноярск крайӗнчи патшалӑхӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ӑсталанӑ наци пуканисен куравӗ уҫӑлӗ. «Кукла в национальной одежде» (чӑв. Наци тумӗллӗ пукане) курав чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗ. Унта вырӑс, украин, тутар, нимӗҫ, поляк, белоруҫ, эрмен, кӑркӑс, долган, эвенк, ненец, якут тата ытти халӑх пуканисене кӑтартӗҫ. Хитре наци тумтирне кӑтартакан курава ҫамрӑк та пултаруллӑ ал ӑстисене палӑртас, Красноярск крайӗнчи наци нумай енлӗхӗпе (унта 150 ытла наци пурӑнать) паллаштарма йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑртӑвӑн финалне чӑваш пукани те тухнӑ. Татьяна Каримован пукани — ҫиччӗмӗш номерлӗ. Уншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла: http://ddn24.ru/news?id=238. Сасӑлама страницӑн аялти пайне куҫмалла.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Паян ирпе маншӑн кӗтмен япала пулчӗ», — тесе ҫырнӑ эрнекун Фейсбукра Алексей Кряжинов журналист тата ҫыравҫӑ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн проза секцийӗ ӑна асӑннӑ пӗрлешӗве сӗнме йышӑннине хыпарланӑ иккен. Проза секцийӗ сӗнине кура Алексей Кряжинов кандидатурине ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухать иккен. «Вуланӑ хыҫҫӑн савӑннипе чӗре кӑкӑртан сиксе тухатчӗ», — йӗкӗлтешет ҫыравҫӑ тата журналист пӗрлешӳсен пайташӗ пулма тата хисеплӗ ятсене хирӗҫҫине палӑртса. Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулас тесен йыша кӗме 5 пин тенкӗ тӳлемелле иккен, кайран уйӑхсерен — 200-шер тенкӗ. Алексей Кряжинов палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх, пичетленнӗ хайлавсен шучӗ тата ытти те пӗлтерӗшлӗ мар иккен. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ. Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. 47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ. Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн. Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ. Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухалнӑ. Сергеевсем авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ачисене — 3 ҫулхи хӗрӗпе 5-ри ывӑлне — 122-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ та унтан таҫта ҫӗтнӗ. 36-ри Наталья тата 31-ри Владимир ҫухалнине «Комсомольская правда» хаҫат ӗнер каҫхине пӗлтернӗ. Ҫухалнӑ мӑшӑр ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнӑва татнӑран йӗрке хуралҫисем Сергеевсене шырама пуҫланӑ иккен. Арҫын та, хӗрарӑм та начар кӗлеткеллӗ иккен. Владимир ҫӳллӗшӗ — 180 сантиметра яхӑн, сарӑ ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Наталья 165—170 сантиметр тӑршшӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Хӑмӑр тӗслӗ шӑлаварпа, кӑвак джинс шӑлаварне атӑ ӑшне чикнӗ. Арҫын тӗксӗм-хӑмӑр сӑран куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ. Сӑмси ҫинче суран пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче кире пуканӗ йӑтакансен «Хыпар» хаҫат парнине ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗм Раҫҫейри турнир пырать. Вӑл эрнекун уҫӑлнӑ, высарникун вӗҫленмелле. Паянхи ӑмӑртура 85, 95 килограмлӑ тата 95 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртӗҫ, ҫавӑн пекех ветерансем кӗрешӗве тухӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш кунӗ 11 сехетре уҫӑлӗ. Турнирта темле самант та пулнӑ: савӑнӑҫ та, ҫын курман чух ларса йӗни те. Помост ҫине тухсан вара спортсменсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн-кӑмӑл туйӑмне ирӗке яман — ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Черчен пикесемпе яшсем, тӗреклӗ арҫынсемпе патвар хӗрарӑмсем те кире пуканне ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн йӑтнине кӑтартаҫҫӗ. Турнирта чи маттуррисем Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне тивӗҫеҫҫӗ. |
Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ иртнӗ эрнекун, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Тӑманлӑ каҫ» премьера лартнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Сергеева юлашки вӑхӑтра режиссер евӗр ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ спектакльсем лартнине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ҫак сцена ӑсти режиссер ӑсталӑхне маларах Мускавра ятарласа вӗренчӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе хамӑр кайса курман та (республикӑри МИХсене театрсем премьерӑсене йыхравлаҫҫӗ-ха, анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ку списокра ҫук курӑнать) хамӑр куҫпа курнӑ евӗр хаклаймӑпӑр, мӗн илтни-пӗлни тӑрӑх каласан, спектаклӗн инсценировкине Николай Мартынов ҫыравҫӑн «Кӑвак хуппи» калавӗ тӑрӑх Геннадий Медведев хатӗрлени паллӑ. «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Андрей Михайлов ку спектакль сюжетне «питӗ ансат, ҫав вӑхӑтрах питӗ тарӑн шухӑшлӑ» тесе хаклать. Спектакле кинофильм ӳкермелли хальхи йышши ЗД мелӗпе илемлетсе кинопа ҫыхӑнтарнӑ иккен. Ҫӗнӗ ӗҫре виҫӗ герой вылять-мӗн, массӑллӑ сценӑсенче — театрӑн пысӑк труппи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнчи пӗр килте инкек пулнӑ. Ача шӑрпӑкпа вылянине пула, хуҫалӑхри хуралтӑ чутах ҫунса кӗлленмен. Ҫак кунсенче 37 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗн иккӗмӗш классра вӗренекен хӗрачи килте пӗчченех пулнипе усӑ курса утӑ сарайӗнче шӑрпӑкпа вылянӑ. Кӗске вӑхӑтра сарайӗнчи утта ҫулӑм хыпса илнӗ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма пурӑнмалли ҫуртпа юнашарти сарай ҫине куҫма паман. Вут ҫулӑмра сарайӑн пӗр пайӗ ҫунса кӗлленнӗ. Телее, инкекре хӗрача суранланман. Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑра ачасен айкашӑвне пула 18 пушар тухнӑ. Чрезвычайлӑ лару тӑру министерствин ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне, аслисене ачасене шӑрпӑкпа выляма юраманнине, вӑл пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене килте аслисемсӗр хӑвармалла маррине, курӑнакан вырӑна шӑрпӑкпа ҫунтармалли япаласене хумалла маррине тепӗр хут асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Вӑрнар районӗнче Чӑваш Енри мӗнпур Гостехнадзор уйрӑмӗсен ертӳҫисем пухӑннӑ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫисене панӑ. «Ял-хуҫалӑх техники юсавлӑ пулни сирӗнтен пӗтӗмпех килет. Хӑрушсӑрлӑх малти вырӑнта яланах тӑмалла. Юсавсӑр техника айӑпне пула ҫемьесен хӑйсен кил ӑшшин пуҫлӑхӗсене вӑхӑтсӑр ҫухатма юрамасть. Ҫакӑ сире шанса панӑ ӗҫе, тӳрӗ кӑмӑлтан пурнӑҫланинчен килет», — тенӗ вӑл. Чӑваш Республикинче Гостехнадзорта 24 пин ытла техникӑна шута илнӗ. Инспекторсем кулленех машина-тракторсене тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, специалистсемпе профилактика ӗҫӗсене йӗркелеҫҫӗ. Тӗрӗслев витӗр тухман техникӑна ҫула кӑларма чараҫҫӗ, кӑлтӑк палӑртсан вӗсене ҫийӗнчех пӗтерме хушаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.