Республикӑра
![]() «Шурӑ вилӗм» ӑҫта сутнине пӗлетӗр-и? Эппин, часрах ун пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа калӑр. Вӗсемпе ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8(8352)8-33-33. «Шанчӑк телефонӗ» анонимлӑ майпа та шӑнкӑравсене йышӑнать. Вӑл талӑкӗпех ӗҫлет. Республикӑра та, Раҫҫейре те наркотикпа кулленех кӗрешеҫҫӗ. «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен иртӗ. Акцие наркопритонсемпе, наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсем айккинче юлмасса, вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтерессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле. Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ республика Элтеперӗпе ирттерекен «Приложение силы» (чӑв. Вӑй парса) кӑларӑма чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Ютуб» видеохостингра онлайн трансляци ирттерсе куракан патне ҫитерӗҫ. Трансляци пулассине пӗлтернине комментариленисене, эфир пынӑ вӑхӑтра ҫырнисене те онлайн мелпе кӑтартнӑ чух сӳтсе явма палӑртнӑ. Элтеперпе онлайн трансляци ирттерессине телерадиокомпани Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Эфирта республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн оппопенчӗсем шырав тата нимеҫӗ (волонтер) юхӑмӗсен хастарӗсем, ҫамрӑк усламҫӑсем тата патшалӑх служащийӗсем пулӗҫ. «Приложение силы» кӑларӑм «Ютуб» видехостингра онлайн трансляци мелӗпе миҫе сехетре эфира тухассине телеканал каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Майӗпен хула уява хатӗрленме тытӑнӗ. Тӗп чӑрӑша хӑҫан лартасси те паллӑ. 20 метр ҫӳллӗш чӑрӑша яланхи пекех Республика тӳремне вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне лартӗҫ. Тӗп чӑрӑш 3164 туратран тӑрать. Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӑна наци эрешӗсемпе илемлетӗҫ, тӗрлӗ калӑпӑшлӑ, ҫутатакан 60 ҫӑлтӑрпа капӑрлатӗҫ. Ҫӑлтӑрсем кӑнтӑрла та, каҫхине те илӗртӳллӗ курӑнӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене ятарлӑ ҫутӑ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗпе капӑрлатӗҫ. Аса илтерер: иртнӗ ҫулсенче Шупашкарти тӗп чӑрӑш пирки калаҫу нумай пулнӑччӗ. Чылайӑшне унӑн хакӗ килӗшмен: вӑл 6 миллон ытла тенкӗ тӑрать-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри колонисенче ларакансене каҫарас ыйтӑва канашлура пӑхса тухнӑ. ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи комисси ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче юсанмалли 4-мӗш колонире иртнӗ. Унта айӑпланнӑ 15 ҫыннӑн шӑпине пӑхса тухнӑ. 14-шне каҫарма хирӗҫленӗ. 15 ҫынран пӗрин ҫеҫ шанчӑк пур. Комисси пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, айӑпланнӑ ҫак ҫын хӑй тунӑ преступленишӗн чунран ӳкӗнет, ӗҫре тата пурӑнакан вырӑнта ӑна лайӑх хаклаҫҫӗ. Колонире ирттернӗ чухне айӑпланннӑскер тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Чӑнах та каҫарӗҫ-ши ӑна? Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ. Анчах ун чухне те ку татӑклӑ йышӑну пулмӗ. Унӑн шӑпи РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн аллинче. Палӑртмалла: Президент сайра хутра ҫеҫ айӑпланнисене каҫарать. Юлашкинчен вӑл Украинӑри ҫар служащийне Надежда Савченкӑна каҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм мӗншӗн сӳннӗ? Ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Шупашкарта пурӑнакан Михаил «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче ҫур ҫӗр иртни икӗ сехетре уҫӑлса ҫӳренӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунманнине асӑрханӑ. Ҫав кун ҫил вӑйлӑ пулнӑ, ҫеккунтра 14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Шупашкарти «ЖКХ управленийӗ» ҫулӑм сӳннине ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать. Синоптиксем асӑрханма сӗннине, ҫил кассӑн-кассӑн вӑйланассине эпир те сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм каллех ялкӑшать. Ӑна тепӗр кунхинех чӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фонограммӑпа юрлакансене «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗннӗ. Хӑйӗн ятне пытарса Шӗвӗртӳк аппа тесе ҫыракан ҫав этем ҫапла ҫавӑрттарнӑ: «Пустуях калаҫҫӗ: куракан фонограмма плюспа юрланине йӗркеллӗ пулӑм евӗр йышӑнать, хӑнӑхрӗ тесе. Ҫакна хирӗҫлес килет. Ҫынсем искусствӑллӑ хӑтланусенчен йӑлӑхрӗҫ, вӗсем чӑн-чӑннине курасшӑн. Полина Борисовӑн концертӗнче эпӗ хам асӑрхарӑм ҫакна. Полина ашшӗпе пӗрле номер хатӗрленӗ. Раҫҫей культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий пичче купӑс каласа хӗрӗпе пӗрле халӑх юррине шӑрантарчӗ. "Ҫапла мӗн пӗчӗкрен аттепе пӗрле юрласа ӳснӗ эпӗ", - аса илчӗ Полина. Вӗсене зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. Чи лайӑх номер пулчӗ вӑл маншӑн. Патреккелтен ҫитнӗ фольклор ушкӑнне те лайӑх йышӑнчӗ куракан. Полинӑн ывӑлӗ Максим, амӑшӗн пӗр концертӗнчен те юлманскер, хальхинче «Кампур» юрра шӑрантарчӗ. Хӑйсене чӑваш эстрадинче ят-сум ҫӗнсе илнӗ тесе шутлакан юрӑҫсене ҫак арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗнес килет: Максим пек чӗрӗ сасӑпа юрлӑр! Вара сирӗншӗн те алӑ ҫупма ӳркенмӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче Рязань хулинче «Воспитатель года — 2017» (чӑв. Ҫулталӑк воспитателӗ — 2017) пӗтӗм ҫӗршыври конкурс иртнӗ. Унта шӑпӑрлансемпе ӗҫлекенсем Раҫҫейӗн 75 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ конкурса Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова та хутшӑннӑ. Раҫҫейри пултарулӑх ӑмӑртӑвне кайиччен вӑл хулари тата республикӑри конкурссенче хӑйӗн кулленхи тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсемпе пӗр чӗлхе тупма та пӗлмелле, вӗсене аталантарассипе те ҫине тӑмалла. Ҫак енсем хӑйӗнче пуррине вӑл ӑсталӑх сехечӗсен вӑхӑтӗнче туллин кӑтартса панӑ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова ҫӗршыври конкурсра малай тухайман пулин те уншӑн хуҫӑлман. Конкурсра Орлов облаҫӗнчи Дарья Курасова ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Чӑваш Енри 10 ҫамрӑк кӑҫалхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче Президент полкне лекӗҫ. Вӗсене паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин лайӑх служба суннӑ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунне паллӑ тунӑ май Канашри ҫар комиссариачӗн сбор пунктӗнче ҫара каякансен ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Иван Моторин Президент полкӗнчи службӑран кӑҫал таврӑннисене те тав тунӑ, асӑнмалӑх парне панӑ. Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин Президент полкне ку тӑрӑхри каччӑсене кӑҫалхипе 15 хут ӑсатнине пӗлтернӗ. Ӳссе ҫитсе каччӑ пӗвӗ кӗрсе салтака кайма вӑхӑт ҫитнӗ ывӑлӗсен ячӗпе ирттернӗ мероприятие ҫамрӑксен тӑванӗсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ, таса пуҫпа ҫаврӑнма килме ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Роза Власова сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтӑва пӗр вӑхӑтра уйрӑмах ҫине тӑрса ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ку ыйту лӑпланнӑн та туйӑннӑччӗ. Анчах ҫук иккен. Ӗнер республикӑн килес ҫулхин хыснине сӳтсе явма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне пухӑнсан Кашмаш шкулӗ пирки черетлӗ хутчен аса илнӗ. Асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденийӗ пирки сӑмаха хальхинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов хускатнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Светлана Енилина Кашмашра шкул тумассине унта ача ҫураласлӑх чакнипе сӑлтавланӑ. Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа маларах видеочӗнӳ пичетленине пӗлтернӗччӗ. 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул кивелни паллӑ ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кашмаш ачисене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарнине палӑртмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |