Чӑваш Енри арҫынсем ӗҫлесе илнӗ укҫана мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Ҫакна пӗлес тесен Чӑвашстат тӗпчевне тишкермелле. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн ведомство арҫынсен кӗсйине «кӗрсе» пӑхнӑ.
Чӑваш Енри арҫынсем укҫан пысӑк пайне, шалӑвӑн 28 процентне, апат-ҫимӗҫ туянса пӗтереҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – машина, кил-ҫурта хӑт кӳме тата юсама япала туянасси (11-13 процент). Чӑваш Ен арҫынӗсем пульницӑна ытлах ҫӳремеҫҫӗ, ҫавна май ку тӗлӗшпе укҫа та сахал тӑкаклаҫҫӗ – ӗҫ укҫин 3 процентне кӑна пӗтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсене пӑхма кӑмӑлламаҫҫӗ.
Чӑвашри арҫынсем ӑҫта канма юратнине те пӗлнӗ экспертсем. Вӗсем бильядла тата боулингла выляма юратаҫҫӗ.
Ведомство специалисчӗсем арҫынсем ӑҫта ытларах ӗҫлесе илнине те тӗпчесе пӗлнӗ. Чукотка автономи округӗнче вӑй хуракансем пуянрах иккен: вӗсен «таса» ӗҫ укҫи вӑтамран 61 пин тенкӗпе танлашать. Мускавра тата Магаданра ӗҫлекенсем 53 тата 50,3 пин тенкӗ илеҫҫӗ.