Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Республикӑра — карантин

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Софья Савнеш 26.02.2019 18:13 | 136 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен республикӑри организацисенче тата объектсенче карантин пулнине пӗлтернӗ. Ку грипп тата ОРВИ чирӗсем сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Постановление Чӑваш Республикин тӗп санитарӗ Надежда Луговская алӑ пуснӑ.

Карантин вӑхӑтӗнче пульница стационарӗнче выртакансем патне тӑванӗсене кӗртмӗҫ. Шкулсенче ачасен сывхлӑхне куллен тӗрӗслеме хушнӑ. Директорсене ҫак тапхӑрта пӳлӗмсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелле марри пирки асӑрхаттарнӑ. Класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен 7-10 кунлӑха вӗренӗве чармалла.

Палӑртмалла: кӑҫал 180 ҫын гриппа чирленӗ. ОРВИ анлӑ сарӑлнӑ май республикӑри 33 шкулта 73 класс карантина кайнӑ, 3 шкул вара вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.

#сывлӑх, #грипп, #ачасем, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ачасен ҫуркуннехи каникулне тӑсмӗҫ
2018, 04, 05
Ҫуна ҫинчи хоккей ушкӑнӗ йӗркеленӗ
2018, 05, 22
Шкулти апатпа наркӑмӑшланнӑ
2018, 11, 26
Ачасем апатпа наркӑмӑшланман
2018, 11, 30
Республикӑри виҫӗ шкул — карантинра
2019, 02, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org