Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулне лекнӗ пирӗн аннесем сӗтел ҫинче ҫӑкӑр тӑнине курма ӗмӗтленнӗ. 80 урлӑ каҫнӑ ҫывӑх ҫыннӑм кӳршӗсен ҫӑкӑр пулнине час-часах аса илет. «Хамӑр килти сӗтел ҫинче те ҫӑкӑр татки курасчӗ», — тесе шухӑшланине вӑл паян та манман.
Самани улшӑнса кайрӗ те, халӗ ырханни те, мӑнтӑрри те начарланма ӗмӗтленет. Пурте тенӗ пекех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки пирки юмахлать. Ун пеккисем ҫӑкӑр ҫиме юрамасть теме кӑмӑллаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче (унӑн ертӳҫи — Елена Бадаева) пулнӑ.
Предприяти пуҫлӑхӗ ҫынсем юлашки вӑхӑтра ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсене сахалрах туяннине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. «Манӑн ҫемье сӗтелӗ ҫинче хура ҫӑкӑр яланах пулнӑ, малашне те пулӗ», — тенӗ, сӑмах май, республика Элтеперӗ.