Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республика Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗпе Елена Бадаевӑпа тӗл пулнӑ.
Шупашкарти пысӑк предприятисенчен пӗрин ертӳҫи савутӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Елена Бадаева чӑваш парламентне депутата суйланма пуҫлани 20 ҫул ытла. Ҫав хушӑра ҫӑкӑр савучӗ ыр кӑмӑллӑх тӗллевӗпе 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «Шкулсемпе, пульницӑсемпе ҫыхӑну тытатпӑр. Спорта аталантарма укҫа чылай хыватпӑр. Предприятин ветеранӗсене нумай пулӑшатпӑр», — каласа кӑтартнӑ депутат Элтепере.
Ҫӑкӑр пӗҫермелли отрасльте ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшакан Елена Бадаевӑна Михаил Васильевич ырласа мухтанӑ. Вӑл савут пуҫлӑхӗн профессионализмне, яваплӑхне палӑртнӑ. Туса кӑларакан продукци пахалӑхне ӳстерме ялан тӑрӑшнишӗн ырланӑ.
Елена Бадаева — Хисеп орденӗн кавалерӗ, ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.