Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер каҫхи 10 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман. Машина ҫине пырса кӗнине пула пуйӑсӑн вӑхӑтлӑха чарӑнма тивнӗ. Вӑл 22 сехет те 43 минутра хускалса кайнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |