Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Арҫын ваннӑйне ҫӑвӑнма кайсан вилнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 18.03.2019 16:40 | 304 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинчи Кӑнтӑр урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ арҫын обой ҫыпӑҫтарнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем ӗҫленӗ вӑхӑтра эрех те ӗҫкеленӗ.

Обой ҫыпӑҫтарса пӗтерсен хваттер хуҫи, 54 ҫулти арҫын, ваннӑйне ҫӑвӑнма кайнӑ. Ҫӑвӑннӑ вӑхӑтра вӑл хупӑ алӑк урлӑ тусӗпе калаҫнӑ. Кӑштахран юлташӗ ваннӑйран сасӑ илтӗнме пӑрахнине асӑрханӑ та унта кӗрсе пӑхнӑ.

Тусӗ ваннӑйне кӗрсен хваттер хуҫи вилнине курнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ваннӑра шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе пулманнине уҫӑмлатӗҫ.

#пӑтӑрмахсем, #Ҫӗмӗрле, #Следстви комитечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55940
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗмӗрлере тин ҫуралнӑ ача вилнӗ
2018, 11, 27
Ҫӗмӗрлере амӑшӗпе ывӑлӗ ҫунса вилнӗ
2019, 02, 04
Упӑшки арӑмне ҫӗҫӗпе хӑратса мӑшкӑлланӑ
2019, 03, 15
Пушарта икӗ арҫын вилнӗ
2019, 03, 17
Пуҫлӑх премие пайлама ыйтнӑ
2019, 03, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org