Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫапкаланчӑк йытӑсем пирки калаҫнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3800 яхӑн килсӗр йытӑ шутланать. ЧР Элтеперне ку хисеп сисчӗвлентернӗ, вӑл вӗсене тытас ӗҫе вӑйлатма хушнӑ.
ЧР патшалӑх ветеринари службин инспекторӗ Сергей Скворцов республикӑри районсенче приютсем тӑвас ӗҫре сахал мар тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть чӗрчунсене хӳтӗлекен саккун вӑя кӗнӗ, ҫакӑ та ҫапкаланчӑк чӗрчунсем валли ятарлӑ вырӑн тума хистет.
Сӑмах май, Шупашкарта приют пур, вӑл, Сергей Скворцов каланӑ тӑрӑх, япӑх мар ӗҫлет. Унта нимеҫӗсем пулӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫав приюта 393 йытӑ вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ валли хуҫа тупнӑ ӗнтӗ.