Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Михаил Игнатьев «Одис-отеле» ишсе антарма сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.07.2018 16:12 | 1632 хут пӑхнӑ
Хулара

ЧР Элтеперӗ ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти кӳлмекре ларакан «Одис-отель» пирки калаҫнӑ. 12 ҫул каялла хута яма пуҫланӑскер паянхи кун та хула сӑн-сӑпатне илемсӗрлетет.

«Ҫитес ҫул Шупашкар 550 ҫул тултарнине федераци шайӗнче уявлатпӑр. Ун валли ҫав здание туса пӗтермелле е ишсе антармалла. Вӑл пирӗн хулан архитектура илемне ан пӑстӑр», - тенӗ Михаил Васильевич.

Сӑмах май, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков отеле Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле хута ярасси пирки каланӑччӗ. Килес ҫул валли ниепле те ӗлкӗреймеҫҫӗ имӗш. Каярахпа сити-менеджер здание 2022 ҫулта хута ярасси пирки каланӑ (ун чухне канашлура Михаил Игнатьев пулман).

#Элтепер, #канашлусем, #Шупашкар, #кӳлмек

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамăр ял // 2266.7.7219
2018.07.12 00:46
Ку "палăк" малтанхи ЧР Президенчĕн мускаври тусĕсен - "Савва" компанийĕн ушкăнĕн (Никита Колесников ертуçи) ĕçĕ. Лешсем тата "Финская долина" ЧГТРК тăрăх пысăк реклама тунă, Сбербанк президентне Г.Грефа Шупашкара йыхравланă, "Савва" валли кредит илнĕ. ЧХБК, ЧТФ, ДСК, "Сĕнĕ хула", тата ыттине "Саввăна" панă. Кайран мускаври "бизнесменсем" илнĕ укçипе тарнă... ЧР МВД министрĕ - малтанхи ЧР Президенчĕн сыхлавçă - пуçиле ĕçсене уçма чарнă. ЧР Президентне отставкăна ярсан кăна пуçиле ĕçсем пуçланă, "стрелочниксене" суд тăрăх явап тыттарнă. Анчах, шултра "бизнес акулăсем", пуçлăхсене тĕрмене хупман. Вĕсене пирĕн республикăран РФ Патшалăх Думин депутачĕ хÿтеленĕ... Шухăшласа илĕр-ха - кам ăна çак ĕçне тума ыйтрĕ? ... Тата çак "ĕçĕ" тунăшăн мĕнле тав тунă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем