Кӳкеҫ поселокӗ юлашки ҫулсенче сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепри нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ. Поселок аталаннипе пӗрлех ӑна хӑтсӑрлатакансем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра паян ирпе сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Пост авторӗ ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем патӗнчи лаптӑк ҫӑрӑлакан вырӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавӑншӑн айӑплисем — автомобильсем.
Нумаях пулмасть район центрӗнче спорт лапамӗ йӗркеленӗ. Анчах ун патӗнчи курӑк ҫине те машинӑсем хӑпарса кайма тытӑннӑ. Вӗсем хӑйсен автомобилӗсене малтан ҫӑрса пӗтернӗ вырӑна лартасшӑн мар иккен. «Аплах пулсан ку ҫерем те ҫӑрӑлчӑка ҫаврӑнӗ», — пӑшӑрханать Татьяна Степанова ятлӑ хӗрарӑм.