Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакансем тилӗрен хӑранипе киле кӗреймен. Ку хыпара «Про Город» интернет-хаҫат пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнине Марина ятлӑ хӗрарӑм хыпарланӑ, Володя ятлӑ арҫын вара сӑн ӳкерчӗке интернет-хаҫата ярса панӑ.
Тилӗ Шупашкар район центрӗн Кутузов урамӗнчи 16-мӗш ҫурт подъезчӗ умӗнче ларнӑ. «Вӑл урнӑ чирпе чирлет пуль тесе малтанах эпир хӑраса ӳкрӗмӗр. Кайран упӑшкам ӑна урипе тапрӗ те тилӗ тарчӗ», — ӑнлантарнӑ вӑрманти чӗрчуна пурӑнмалли ҫурт алӑкӗ патӗнче курнисем.
Вӗсем тилӗн кайри ури суранлине асӑрханӑ иккен.
Кӳкеҫре тилӗ ҫӳренине халӑх тетелӗсенчен пӗринче сӳтсе явакансем поселокра маларах та ҫак чӗрчуна курнине пӗлтернӗ.