Шупашкар район центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансенчен пӗри тротуар ҫуккине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ушкӑнра евитленӗ.
Унта сӑмах район центрӗнчи Карл Маркс урамӗ пирки пырать. «Машина пулсан ҫынсем тротуарсӑр епле утаҫҫӗ-ши ыйту ҫуралмасть пулӗ», — тенӗ Аня Чемашкина ятлӑ ҫын. Ҫил-тӑманта трасса айккине юр хӳсе лартнипе унӑн ик енӗ те кӗрте ҫаврӑнать-ҫке.
Автомобиль ҫук чухне ҫулпа саркаланса пырайӑн-ха, анчах «тимӗр ут» хутланӑ самантра ӑҫта пӑрӑнмалла? Машинӑсемпе тупӑшса ватти-яшшин те утма тивет. Ирӗксӗртен.
Пост авторӗ хӑрушӑ урампа ҫынсен киле таса-сывӑ епле ҫитмелли пирки тата хӑҫан та пулсан тротуар туса парӗҫ-ши тесе пуҫ ватать.