Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пуйӑспа «ГАЗель» машина ҫапӑннӑ. Чукун ҫул ҫинчи пӑтӑрмах 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Чукун ҫул каҫҫинче «ГАЗель» ҫине тавар турттаракан пуйӑс пырса кӗнӗ, ӑна вӑл лапчӑтсах лартнӑ. Инкек «Тутаркасси – Кӳкеҫ – Ҫӗнӗ Шупашкар» трасса ҫинче сиксе тухнӑ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах пирки хыпарлакан МИХсенчен пӗри 10 вакунлӑ пуйӑс Шупашкар еннелле кайнине пӗлтерет, «ГАЗель» машина вара — Илпеше. Инкекшӗн хӑшӗ айӑпли хальлӗхе уҫӑмлӑ мар, ӑна палӑртӗҫ. «ГАЗель» автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ 48 ҫулти водитель ал лаппине касса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче фурӑпа ҫапӑннӑччӗ. Светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ водителе явап тыттарнӑччӗ.