Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш типографи 2015 ҫулта панкрута тухнӑ. Унта ӗҫленӗ ҫынсене шалу парса татман-ха: 201 ӗҫчене 16,7 миллион тенкӗ тӳлемелле.
Типографи ҫурчӗ кивӗ, 1973 ҫулта хӑпартнӑскер. Ӑна тинех туянакан тупӑннӑ. Кӑҫал ҫурта виҫӗ хутчен сутма хӑтланнӑ, кашнинчех хака чакарса пынӑ. Малтанхи хак 85 миллион тенкӗ пулнӑ, юлашкинчен 55 миллионпа сутса янӑ. Ӑна «ЛОФТ СПЭЙС» тулли мар яваплӑ общество туяннӑ (кӑҫал акан 6-мӗшӗнче регистрациленнӗ компани).
Компани типографин ҫуртне, хут складне, ҫӗр лаптӑкне тата тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре туяннӑ. «На связи» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, типографин ҫӗнӗ хуҫа тупӑнсан унта ӗҫленӗ ҫынсен ӗҫ укҫин парӑмне татма пуҫланӑ.