Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Етӗрне, Патӑрьел, Вӑрнар районӗсенчен куҫса каякан йышлӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 19.02.2019 12:48 | 309 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑвашстат курӑмлатнӑ статистикӑна пичетленӗ: Чӑваш Республикинчен пӗлтӗр 21 пин те 59 ҫын куҫса кайнӑ, пирӗн пата 15 пин те 734 ҫын килсе тӗпленнӗ.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑран куҫса каякансенчен ытларахӑшӗ Раҫҫейӗн ытти регионӗнче пурӑнма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенче тӗпленнисем те пур: унашкаллисен йышӗ 2337 ҫын. Ҫапла майпа Чӑваш Енри миграци чакӑвӗ 5325 ҫынпа танлашнӑ. 2017 ҫулпа танлаштарсан 2218 ҫын ытларах.

Пирӗн пата пурӑнма куҫнисен пысӑк пайӗ — Раҫҫейӗн урӑх регионӗнчен. Чикӗ леш енчен 2191 ҫын куҫса килнӗ.

Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансен йышӗ ӳснӗ, Етӗрне, Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсенче вара чакнӑ.

#статистика, #Чӑвашстат, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Етӗрне районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Вӑрнар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ялсенчи 30 шкулта спортзал ҫӗнелӗ
2018, 11, 14
Элтепер машина уҫҫисем панӑ
2018, 12, 25
Васкавлӑ медпулӑшу подстанци пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ
2018, 12, 26
Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ветеран 95 ҫул тултарнӑ
2019, 01, 27
Алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районта ытларах?
2019, 02, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org