Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районта ытларах?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.02.2019 11:39 | 1643 хут пӑхнӑ
Статистика
Суд приставӗсен федераци службин сайтӗнчен илнӗ сӑн
Суд приставӗсен федераци службин сайтӗнчен илнӗ сӑн

Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ.

Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.

Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ.

Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#статистика, #парӑмсем, #алимент, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Муркаш районӗ, #Етӗрне районӗ, #Елчӗк районӗ, #приставсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем