Раҫҫейре кӑҫал иртекен тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче Шупашкарта пӗтӗм халӑх пӗлекен футболистсене кураймӑпӑр. Шанни тӳрре тухмарӗ. ФИФА хыпарне тишкернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршыв командисем валли матчсене хатӗрленме тата ҫак тапхӑрта пурӑнма уйӑрнӑ хуласен йышӗнче Шупашкар ҫукки паллӑ пулчӗ.
Аса илтерни вырӑнлӑ, республика тӳри-шари футболистсене тренировкӑсем ирттерме икӗ спорт комплексне сӗннӗччӗ. «Спартакра» футболла вылякансен «Волга Премиум Отель» хӑна ҫуртӗнче выртса тӑмаллаччӗ, «Олимп» стадионра хатӗрленекенсен «ДИС» отельре чарӑнмаллаччӗ. Пӗтӗмпе ФИФА ҫӗршыври 60 спорт комплексне тишкернӗ, вӗсемпе паллашма футболистсен пӗрлештернӗ командисен яваплӑ ҫыннисем ҫула 123 хут тухнӑ. Ҫапла вара 32 базӑна суйласа илнӗ.
Футболистсем чемпионат вӑхӑтӗнче Питӗр, Сочи, Мускав, Хусан, Саранск, Грозный, Тольятти, Геленджик, Краснодар, Воронеж, Анапа, Калуга, Ессентуки хулисенче, Мускав, Чулхула, Калининград, Ленинград облаҫӗсенче тата Тутарстанри Медведково ялӗнче хатӗрленӗҫ тата пурӑнӗҫ.